АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂРĂШСА ĕçЛЕМЕСĕР ПУРЛĂХ ПУХĂНМАСТЬ

01 января 2013 г.

Çĕнĕ çулта яланах иртнине пĕтĕмлететпĕр, пуласлăхри тĕллевсене палăртатпăр. Аçтаха çулталăкĕ пирĕн асра мĕнле пулăмсемпе, çитĕнÿсемпе палăрса юлчĕ-ха; 2012 çул ăнăçлисенчен пĕри пулчĕ тесе уççăнах калама майсем пур. Çакна тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 619 миллион ытла тенкĕпе танлашнă, вăл шутран ял тăрăхĕсен – 113 миллион тенкĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанни Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине палăрмаллах витĕм кÿрет. Туса кăларакан продукцин калăпăшĕ ÿсрĕ, ассортимент пуянланчĕ, хальхи вăхăтри технологипе усă курнăран пахалăхĕ лайăхланчĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хутшăнчĕç. Паян пĕчĕк бизнесра, сăмахран, 3870 çын вăй хурать.

Агропромышленность комплексĕ яланах районăн тĕп шăнăрĕ шутланнă. Пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 15 пин ытла гектарта, 5 пин гектарта – çĕр улми, 600 – пахча çимĕç тата ытти те çитĕннĕ. Кĕркунне 30 пин тонна ытла тĕш тырă, 100 пин тонна “иккĕмĕш çăкăр”, 5700 тонна сухан-севок, 29 пин тонна яхăн сахăр кăшманĕ пухса кĕртнĕ. Район çĕр улми туса илессипе республикăра – пĕрремĕш, пĕрчĕлĕ культурăпа иккĕмĕш вырăн йышăнать.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма обществăлла секторта 1900 тонна утă, 12 пин тонна ытла сенаж, 12 пин тонна яхăн силос янтăланă. Январь – октябрь уйăхĕсенче 29 пин тонна ытла сĕт сунă, 4 пин тонна аш-какай, 7 млн ытла çăмарта туса илнĕ.

Иртнĕ çул 14 фермер хуçалăхĕ хăйсен ĕçне йĕркелесе яма патшалăх паракан пулăшăва ти-вĕçрĕ.

Хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитпа усă курассипе Юхмапа Пăла тăрăхĕ – Чăваш енре малтисен шутĕнче. Наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа 1,8 млрд тенкĕ илнĕ, вăл шутран 2012 çулта – 557 млн.

Районта строительство çулран-çул вăйланса пырать. Çулталăк хушшинче икĕ ача сачĕ хута кайрĕ: пĕри – Патăрьелĕнче, тепри – Шăнкăртамра. Райцентрта 11,7 км канализаци пăрăхĕсене хунă. Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра, Турханта нумай хваттерлĕ виçĕ çурта юсанă. Тутар Сăкăтĕнче 360 метр асфальт хунă, “Первомайски – Ишлĕ” çула 900 метр çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра строительсем Тутар Сăкăтĕнчи шкула тата Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатора купаланă çĕрте тăрăшаççĕ.

Çурт-йĕр ыйтăвĕ яланах çивĕччисенчен пĕри. 11 уйăхра 23,5 пин тăваткал метр пурăнмалли лаптăк хута кайнă. Патшалăх паракан пулăшусемпе усă курса ялта пурăнакан 20 çемье, вăл шутран 10-шĕ нумай пулмасть çеç алла диплом тытнă специалист, 18 çамрăк мăшăр, 6 тăлăх, нумай ачаллă 3 çемье ăшă кĕтеслĕ пулчĕç.

Вĕрентÿ системине модернизацилеме района 50 млн тенке яхăн кĕнĕ. Ку укçапа пилĕк шкула тĕпрен юсанă, музыка, ИЗО, ОБЖ, технологи, медицина кабинечĕсене валли ятарлă хатĕрсем, йĕлтĕрсем туяннă. Шкул библиотекисен фончĕ 2 млн тенкĕлĕх пуянланнă.

Сывлăх – чи хаклă пурлăх. Больницăсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетессипе, пуянлатассипе пĕлтĕр те сахал мар ĕç тунă. Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли ятарлă программăпа килĕшÿллĕн 37,5 млн тенкĕ укçа кĕнĕ, 37 млн тенкĕлĕх медицина хатĕрĕсене 69 единица туяннă.

Патăрьелĕнчи поликлиникăн пĕрремĕш хутне тата ача-пăча уйрăмне 24 млн тенкĕлĕх юсанă. Пăлапуç Пашьелĕнчи фельдшерпа акушер пунктне хута янă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем – спортра та чи харсăррисенчен пĕрисем. Пирĕн спортсменсем республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ, çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшни, аслисенчен тĕслĕх илни савăнтарать.

Чи ăшă та çепĕç сăмахсем нумай ачаллă амăшĕсене калас килет. Пирĕн тăрăхра йышлă пепкеллĕ 550 çемье пурăнать. 2007 çултанпа 1563 “пĕчĕк тĕнче” амăшĕн капиталне илнĕ, вăл шутран 2012 çулта – 244. “Ашшĕ-амăш мухтавĕ” ордена районти икĕ çемье, “Юратупа шанчăкшăн” ордена – виçĕ, “Юратупа шанчăкшăн” меделе 10 çемье тивĕçнĕ.

Раççей Президенчĕ 2012 çула Раççей историн çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. Эпир те шăпах ра-йонăн 85 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Хамăр тăрăхра йĕркеленĕ пур мероприятие те асăннă пулăмсемпе çыхăнтартăмăр.

Районта пурăнакан пур çынна, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, ветерансене, обществăлла куçăмсемпе политика партийĕсене Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăннăшăн, пĕрле килĕштерсе ĕçле-нĕшĕн тав тăвас килет. Кар тăрса тăрăшсан çеç палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, çитĕнÿсем тума пулать.

Н. ГЛУХОВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика