АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашаççĕ

01 января 2013 г.

Районти шкулсенчи акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашас тĕллевпе час-часах пĕрле пуçтарăнаççĕ. Хальхинче вĕсем Пăлапуç Пашьелĕнче тĕл пулчĕç. Черетлĕ семинар “Уроксенче усă куракан çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсем” темăпа иртрĕ. Шкулпа паллашнă хыççăн вĕрентекенсем В. Мешкова 4 класра компьютер технологийĕпе усă курса ирттернĕ урока итлерĕç. “Ял тата хула” темăпа ачасем икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Мĕн кăна туса ĕлкĕрмерĕ пулĕ çитĕнекен ăру Вера Кузьминична урокĕнче: вăйăсем вылярĕ, сăвăсем вуларĕ, юрларĕ, тĕрлĕ хăнăхтару турĕ, пурте пĕрле “асамлă çыру” вуларĕç. Урокра никама та кичем пулмарĕ. Пĕрле ĕçлекенсем вĕрентекен ĕçне ырларĕç. Директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ С. Никитина Вера Кузьминична ачасемпе уроксем хыççăн та юлса нумай ĕçленине палăртрĕ.

Семинарта çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Л. Волкова вĕрентекен предметсем хушшинчи çыхăнăва кăтартакан урок форми çинчен тухса каланине итлерĕç. Вăл юлашки вăхăтра урока икĕ е ытларах вĕрентекен темиçе предметпа çыхăнтарса ирттересси анлă сарăлса пыни çинче чарăнса тăчĕ.

Юлашкинчен семинара хутшăннисем Çĕнĕ çулхи плансемпе паллашрĕç.

Н. КОШЕЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика