25 декабря 2013 г.
Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин журналистсемпе анлă пресс-конференци ирттернĕ. Унта Раççейри тата ют çĕр-шывсенчи 1327 журналист хутшăннă. Тĕрлĕ ыйту çине хуравлама тивнĕ Президентăн: Украинăпа Раççей хушшинчи çыхăнусем, правительствăн ĕçĕ-хĕлĕ, президентăн, премьерăн, чиновниксен ĕç укçи, мэрсене суйласси, Грузипе çыхăнусем йĕркелесси, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ вăхăтĕнче сочинени çырасси, электроэнергишĕн социаллă нормăсене пурнăçа кĕртесси тата ытти те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)