25 декабря 2013 г.
"Чăваш Республикинчи инвалидсене ĕç вырăнĕ тупса парасси" саккунăн 2 тата 4-мĕш статйисене ноябрьте улшăнусем кĕртнĕ. Шăпах çавсене пăхса тухас тĕллевпе иртнĕ эрнере райадминистрацин Пысăк залĕнче канашлу иртрĕ.
Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ĕçпе тивĕçтерекен центр ертỹçи Г. Афанасьев, 35рен пуçласа 100 тата ытларах çын вăй хуракан предприяти-учреждени ертỹçисем, прокуратура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Канашлура чи малтанах район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов сăмах илчĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сывлăх енчен хавшакрах çынсем 3 пин ытларах пулни, вĕсем патне тимлĕх ытларах уйăрмалли, ĕç вырăнĕ тупса памалли пирки каларĕ. Çавăн пекех сусăр ачасене пĕлỹ илме пулăшмаллине, çỹрейменнисене дистанци мелĕпе вĕрентмеллине те тепĕр хут аса илтерчĕ. Патшалăх пулăшнипе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта çак тĕллевпе кăçал условисем туса панă, классене пĕрремĕш хутра вырнаçтарнă. Кашни офиспа кантур умĕнче пандуссем пулмалла.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертỹçи Г. Афанасьев хăйĕн сăмахĕнче шутра тăракан ĕçсĕр граждансем сахалланса пынине, шкул ачисене пушă вăхăтра тăрăшмалли вырăнсем тупса панине, "Красное знамя" хуçалăхпа тулли мар яваплă "Булат" пĕрлешỹ вĕренекенсене хаваспах йышăннине асăнчĕ. Унтан 60 ытла инвалида ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва хускатрĕ. Предприятисене сусăрсене хăйсен хỹттине илнĕшĕн вăй хума услови туса памашкăн малашне патшалăх 70 пин тенкĕрен кая мар уйăрать.
Саккунпа шỹтлеме юраманнине прокурор пулăшуçи В. Путяков тепĕр хут çирĕплетрĕ. Вăл кашни организацин ĕçпе тивĕçтерекен центра уйăхсерен ĕçлемелли тата инвалидсене валли вырăн пурри пирки отчет памаллине, унсăрăн явап тыттарнине асăрхаттарчĕ.
"Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи" пĕрлешỹн председателĕ Н. Лепешкин тата Пĕтĕм Раççейри начар куракансен обществин вырăнти организацийĕн председателĕ В. Сидоров та тухса калаçрĕç, хăйсем патне тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕç.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)