25 декабря 2013 г.
Ялта хĕллехи вăхăтра пĕртен-пĕр тупăш çăл куçĕ _ сĕт. Унăн хакĕ юлашки çулсенче аванах ỹссе пынăран уйрăм хуçалăхсенче 2-3 ĕне е ытларах та усрама пуçларĕç. Анчах паха шĕвеке кашни ялта тĕрлĕ хакпа пухаççĕ.
Нумай пулмасть редакцине Тутар Сăкăтĕнчен шăнкăравларĕç. Кунта сĕте виççĕн кашни ир пуçтараççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлса 17 тенкĕпе туянаççĕ. Халь тăваттăмĕш усламçă та тупăннă. Вăл хака ỹстерме те хатĕр. Анчах малтанхисем ăна ял тĕлне манма хушнă-мĕн: кĕвĕçеççĕ. Юта кĕртсен ыттисен те хака пысăклатма тивет. Вара хăйсен кĕсйине кĕмĕл сахалтарах пухăнать.
Çав вăхăтрах Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Первомайски, Шăхач ял тăрăхĕсенче пĕр литр сĕте 20 тенкĕпе илеççĕ. Сăкăтра кăштах йỹнĕрех _ 19 тенкĕ те 50 пус. Пикшик, Аслă Чемен, Нăрваш Шăхаль, Турхан, Çĕньял ял тăрăхĕсенче _ 19 тенкĕпе, Патăрьелĕнче, Çĕнĕ Ахпỹртре, Туçара, Тăрăнта _ 18 тенкĕ те 50 пуспа параççĕ. Алманчă, Кзыл Чишма таврашĕнче 18 тенкĕпе пухаççĕ. Паха шĕвекĕн чи йỹнĕ хакĕ асăннă Тутар Сăкăтĕнче тата Шăнкăртамра _ 17 тенкĕ. Ыхра Çырминче 50 пус хаклăрах.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)