АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спартакиадăна кĕртме сĕнчĕç

25 декабря 2013 г.

 Первомайскинчи вăтам шкул спорт залĕнче çакăнтан вĕренсе тухнă тата Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн выпускникĕ пулнă Ю. Ендеев ячĕпе арçын ачасем хушшинче йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ. Ăна уçнă май Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкул директорĕ А. Краснов, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ В. Секретов, шкул директорĕ В. Чернышов, Юрий Иванович мăшăрĕ, А. Скворцов тата шкул, çар вăхăтĕнчи юлташĕсем ăшă сăмахсем нумай каларĕç. Унтан вăйăсем пуçланчĕç.

Çивĕч тупăшура Туçари вăтам шкул команди (тренерĕ В. Козлов) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди (тренерĕ Д. Сегов) тухрĕ. Виççĕмĕшне хуçасем _ Первомайскисем _ йышăнчĕç. Çĕнте-рỹçĕ командăсем, призерсем "Паттăр" спорт шкулĕн дипломĕсене, вăййа хутшăнакансем Ю. Ендеев ячĕллĕ парнесене тивĕçрĕç. "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята Первомайскинчи вăтам шкулти А. Арбузов илчĕ, "Чи лайăх тапăнса вылякан" _ Туçари вăтам шкулти А. Астраханцев, "Чи лайăх вылякан" Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Елкин пулчĕ. Команда тренерĕсем те парнесĕр юлмарĕç.

Тỹресен коллегийĕ, çар тата шкул вăхăтĕнчи юлташĕсем, тăванĕсем Ю. Ендеев ячĕллĕ йăлана кĕнĕ турнира çитес вĕренỹ çулĕнче районти шкул ачисен спартакиадине кĕртме сĕнсе хăварчĕç.

А. АФАНАСЬЕВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика