25 декабря 2013 г.
Эрех-сăра сиенĕ çинчен, вăл этемлĕхшĕн хăрушă инкек пулни пирки юлашки вăхăтра шкул ачисемпе нумай калаçатпăр. Çак наркăмăшлă шĕвекпе туслашмасăр, чуна çав усала сутмасăр, сывă пурнăç йĕркине мала хурса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, юратса пурăннине мĕн çиттĕр! Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç тăван литература урокĕнче Сăкăт шкулĕнче вĕренекен çиччĕмĕшсем. Трубина Марфи çырнă "Хăнаран" калаври трагеди ачасене питĕ хумхантарчĕ. Усал серепине лекме ним те мар иккен, лексен тин каялла тума çук йăнăшсем туса хума пулать. Çавăнпа та эрех-сăра çинчен витĕмлĕ калаçусем ирттернĕ чухне пурнăçри тата произведенисенчи тĕслĕхсемпе те усă курни кирлех. Çамрăк ăрăва инкеке лекесрен асăрханма вĕрентмелле пирĕн, аслисен. Ачасем ыррине те, усаллине те пиртен, атте-аннерен курса вĕренеççĕ-çке. Апла хамăртан нумай килет. Çынра пурте илемлĕ, йĕркеллĕ пулмалла.
Н. ТИНЮКОВА, вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)