АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театр эрни

25 декабря 2013 г.

Ачасен вулас туйăмне ỹстерес тĕлĕшпе Çĕнĕ Ахпỹрт тĕп шкулĕнче сахал мар ĕçлеççĕ. Хĕллехи каникул умĕн кунта илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Театр эрнине пурте хапăл. 5 класс ачисем А. Пушкинăн "Сказка о попе и работнике его Балде" юмахне, улттăмĕшсем Салтыков-Щедринăн "Повесть о том, как один мужик двух генералов прокормил" хайлавне, 8 класа çỹрекенсем Н. Гоголĕн "Ревизорти" юлашки пайне сцена çинче выляма вĕренчĕç. Унтан вара садикра, ашшĕ-амăшĕсен, кĕçĕн классен умĕнче кăтартса пачĕç. А. Тарасова, П. Цыганов, И. Трифонов, К. Павлов, П. Хурамаев, А. Евреев тĕп сăнарсене матур кăларчĕç.

Çамрăк артистсене Кивĕ Ахпỹрт тĕп шкулĕнче те ăшшăн кĕтсе илчĕç. Эрне тĕллевĕ _ ачасене хайлавсенчи сăнарсемпе çывăхрах паллаштарасси, писательсен шухăшĕсене çитересси, илемлĕ вулама вĕрентесси _ пурнăçланчĕ тесен те юрать.

Л. КАЗАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика