АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç рынокĕнчи лару-тăру тăн-тăн

28 декабря 2013 г.

Декабрĕн 26-мĕшĕнче районта республикăри Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин колегийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна служба руководителĕ С. Димитриев ертсе пычĕ. Патăрьел тăрăхĕнче индивидуаллă предпринимательлĕх лайăх аталанса пырать. Çакăнта ĕçпе тивĕçтерен центрăн тỹпи те пур. Акă, Патăрьелĕнчи М. Кошкина шăпах центр пулăшнипе парикмахерски уçнă. Шупашкартан килнĕ хăнасем унăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Треньелĕнчи Ю. Кошкин патне те çитсе курчĕç вĕсем. Юрий Владимирович тимĕре хĕртсе туптаса хапха, пахча тата ытти çĕре валли эрешсем ăсталать. Вăл та центр урлах бизнес йĕркелесе янă. Сăмах май, кăçал ниçта та вăй хумалли вырăн тупайман 6 çын хăйсен ĕçне пуçарма бизнес-план хỹтĕлесе патшалăх паракан 58800 тенке илме тивĕçнĕ.

Лару райадминистрацин Пысăк залĕнче иртрĕ. Администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М. Калмыков Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе тата ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Халăха ĕçпе тивĕçтерес сферăри кăтартусем, ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатмалли хушма мероприятисене реализацилесси, 2014 çулти тĕп направленисем" темăпа С. Димитриев хăй тухса калаçрĕ. Вăл кăçал Чăваш Республикинче ĕç рынокĕнчи лару-тăру тăн-тăннине, çакăнта Чăваш Республикинчи "Халăха 2012-2020-мĕш çулсенче ĕçпе тивĕçтересси" программăна пурнăçласа ĕçпе тивĕçтерекен центрсем ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Центрта шутра тăракансен шучĕ çуллен сахалланса пырать. Унтан çитес çула валли лартнă тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Канашлура "2013 çулта халăха ĕçпе тивĕçтернĕ чухне саккуна мĕнле пăхăннин кăтăртăвĕсем тата 2014 çулти задачăсем", "Раççей Федерацийĕ шайĕнчи "Раççей Федерацийĕнчи гражданинсен ыйтăвĕсене татса парас йĕрке" саккуна Чăваш Енри Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин структура подразделенийĕсем мĕнле реализацилени" темăсене те хускатрĕç.

Тĕрлĕ районтан килнĕ центр ертỹçисем каярах "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче тĕл пулса волейболла вылярĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика