28 декабря 2013 г.
Республика Правительствин черетлĕ ларăвĕнче тĕп калаçу газификаци тавра пулнă.
М. Игнатьев "Газпром" тивĕçлĕ плана çирĕплетнĕ май унта Чăваш Енĕн тăватă объекчĕ кĕни пирки пĕлтернĕ. Ку _ Атăл леш енне газификацилессипе çыхăннă ĕçсемсĕр пуçне. Объекчĕсем _ Шупашкарпа, Çĕнĕ Шупашкарпа çыхăннăскерсем. Пысăк пусăмлă газопроводсем тумалла. "Газпром" çакăн валли укçа уйăрать. Газ инфратытăмне аталантарни икĕ хулари объектсене, çурт-йĕре, Шупашкар районĕнчи потребительсене газпа тивĕçтерессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама май парĕ. 270 млн тенкĕ уйăрнă та ĕнтĕ. Пĕтĕмпе вара, "Газпром межрегионгаз Шупашкар" ООО гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов пĕлтернĕ тăрăх, компани асăннă объектсем валли 500 млн тенкĕ уйăрать.
Çав вăхăтрах Чăваш Енĕн "тĕп газовикĕ" асăрхаттарма та манмарĕ: объектсене хатĕрлессипе çыхăннă çитменлĕхсене, газшăн тỹлемелли парăмсем пысăккине кура "Газпром" пирвайхи хут çирĕп йышăну тунă _ Раççейĕн теçеткене яхăн регионне газификаци ĕçĕсене пурнăçламалли план-графикран кăларнă. "Пирĕн объектсен хатĕрлĕхĕ 99 процентпа танлашать. Тỹлевсем тĕлĕшпе те условисене тивĕçтеретпĕр", _ палăртрĕ К. Мифтахутдинов. Апла пулин те çине тăрса ĕçлемелли куç кĕрет.
Атăл леш енĕпе пĕрле шутласан "Газпром" республикăна 1 млрд тенкĕ ытла инвестици хывать. Пирĕн _ пулăшмалла, çĕр хуçисемпе ыйтусене татса памалла, хутшăнусене çураçтармалла. Унччен çакнашкал объектсене республика тата муниципалитетсен бюджечĕсен шучĕпе тунă, халĕ вара ирĕк паракан документацие кăна хатĕрлемелле. Пирĕн парăм виçи ỹссе пырать. Тĕллев _ потребительсене усă курнă газшăн тỹлеме вĕрентесси. Эпир çак миллионсене çухатмашкăн ытла та пуян мар...
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)