28 декабря 2013 г.
Çĕнĕ çул уявĕ_ çулталăкри паллă праçниксенчен пĕри. Ăна кашниех çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе, ырă кăмăл-шухăшпа кĕтсе илме тăрăшать. Çак уяв пуринчен те ытларах асра юлтăр текенсем вара çывăх çынсемпе е тăван-пĕтенпе кĕрекере ларнипе çеç çырлахасшăн мар, ыттисенчен ăраснарах пулса тỹпенелле çине-çинех йăлтăр-ялтăр çутăсем _ петардăсем, мини ракетăсем, фейерверксем _ сирпĕтеççĕ. Çак астармăша уйрăмах ачасемпе çамрăксем кăмăллаççĕ. Ун пек чухне, апăршасем, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси пирки пач та шутламаççĕ. Пиротехника никама та хурлăх ан кỹтĕр тесен вара тата маларах, тавара сутнă чухнех, сутуçăсен йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Петардăсемпе ытти сирпĕнекен япаласене подвалсенче е нумай хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче сутма юрамасть. Вĕсене ытти таварсенчен ăрасна, ятарлă тимĕр сейфра усрамалла, кашни тавар валлиех сутă тума ирĕк паракан лицензи, сертификат" хучĕсем пулмалла. Витрина çинче таварăн муляжĕ курăнмалла. Суту-илỹ залĕ те кирлĕ пек тивĕçтермелле. Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли пирки Раççей Правительствин ятарлă постановленийĕ пур. Апла пулин те суту-илỹ предприятийĕсен, уйрăм лавккасен хуçисем вĕсене сутнă чухне йĕркене пăхăнманни çулсеренех сисĕнет. Иртнĕ ытлари кун Патăрьелĕнчи "Юхма" пасарта пиротехника хатĕрĕсемпе сутă тунине тĕрĕслерĕмĕр. Çак таварсем икĕ предпринимательте пурччĕ. Чăнах та, пиротехника хатĕрĕсен сертификачĕ те, лицензийĕ те йĕркеллĕ, огнетушителĕ те юнашарах... Анчах пурпĕрех вĕсем йĕркене пăхăнмасăр урамра, çын йышлă çỹрекен вырăнта сирпĕнекен, çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан япаласене сутаççĕ. Çакă вара саккуна хирĕçлет. Усламçăсен ячĕпе пĕрреллĕхе протокол çырмарăмăр пулин те, вĕсене кун пирки инструкци пама, тĕплĕн ăнлантарма тиврĕ. Рейд бригади çак тĕллевпех Патăрьелĕнчи "Водолей", "Çăлкуç", "Выбор", автовокзалти магазинсенче те пулчĕ, пиротехника хатĕрĕсемпе сутă тунă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннипе кăсăкланчĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче "Велес" магазинта виççĕмĕш класлă хăрушлăх кỹрекен фейерверксене йĕркене пăхăнмасăр ытти таварсемпе юнашарах сутнине тупса палăртрăмăр, магазин хуçине кун пирки çирĕп асăрхаттартăмăр.
РЕЙД БРИГАДИНЧЕ: Д. ИЗМАЙЛОВ, районти пушар надзорĕн инспекторĕ;
Ф. ТАЗЮКОВ, Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи участокри уполномоченнăй;
В. ПУТЯКОВ, район прокурорĕн пулăшуçи;
В. ДАВЫДОВ, пушар надзорĕн дознавателĕ;
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)