АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУЧАХ ĂШШИ ХАМĂРТАН КИЛЕТ

28 декабря 2013 г.

Районти библиотекăпа культура ĕçченĕсемшĕн çывхарса килекен Çĕнĕ çул уйрăмах паллисенчен пĕри пулса юлĕ. Раççей Пуçлăхĕ ят панă культура çулталăкĕнче ялти клубсен алăкĕсем çинче талăкĕпех пысăк çăра çакăнса тăни пачах та килĕшỹсĕр курăнĕ. Культура "вучахĕ" хĕлле те, çулла та ăшă пуласси вара йăлтах хамăртан килет. Ку тĕлĕшпе эпир Тутар Сăкăт ял тăрăхĕнче вырăнти халăха ĕçпе юнашарах кану туса парас тесе сахал мар тимлетпĕр. Сăмахран, юрра-ташша ăста ял хастарĕсемпе эпир кăçал та районти мĕн пур тутар ялĕсене концертсемпе тухса çỹрерĕмĕр. Унсăр пуçне Шăмăршă, Тутар Республикинчи Пăва районне те хамăрăн концерт программисемпе кайса килтĕмĕр. Çакна та палăртса хăварас килет. Ялта çамрăксем нумаях мар пулин те, аслă çулти хĕрарăмсемпе арçынсем культура, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Ф. Абдулалимов, М. Салихова, Р. Валеева, З. Аитова, Р. Махмутова, Ф. Валеева тĕрлĕрен уява алхапăлах хутшăнма нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Минетулла Козлов вара пире тăтăшах хăйĕн хут купăсĕпе савăнтарать. Сăмах май каласан, культура çулталăкĕнчех эпир хамăр ял тăрăхĕнче Сирачетдин Хуснетдинов районти паллă эколог-купăсçăна чыс та хисеп туса, асăнса хут купăспа ăста калакансен конкурсне ирттересшĕн. Вăхăтĕнче вăл та ял хастарĕ пулнă, кашни уяврах пире хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарнă.

Ку чухне пирĕн ялта та ĕлĕкхи евĕр ял хуçалăх предприятийĕ, колхоз кĕрлесе çеç тăмасть. Вырăнти халăх пурнăçа сыпăнтарса пымалли меслечĕсене хăй шыраса тупать: шапашкăна та çỹрет, выльăх-чĕрлĕхне усраса услам тăвать тата ытти те. Çапах та халăх паянхи пурнăç çине кỹренсе пуçа усмасть, мал ĕмĕтпе хавхаланса пурăнать. Ял тăрăхĕнче тăтăшах спорт мероприятийĕсем, тĕл пулусем иртеççĕ. Урам концерчĕсем те ял халăхĕшĕн кăсăклă, пĕрле хутшăнса калаçмалли, чун киленĕçне тупмалли лайăх меслет темелле. Ялта кашни уяврах е концертрах клуб тулли халăх пулни малалла ĕçлес кăмăл-туйăма пысăклатать çеç. Çавăнпах пирĕн "вучах" яланах ăшă та.

А. КУЛИКОВА, Тутар Сăкăтĕнчи культурăпа библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн директорĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика