АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ПАТТĂР" ПАРНИСЕМШĕН

28 декабря 2013 г.

Çĕнĕ çул умĕн волейбол спортне юратакансем "Паттăр" ФСК спортзалне пуçтарăнаççĕ. Вĕсем кăçалхипе улттăмĕш хут физкультурăпа спорт комплексĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Пуçтарăннă командăсене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов саламларĕ. Хĕл мучипе Юр пике те çирĕп сывлăхпа телей сунчĕç. Унтан вăйăсем пуçланчĕç. Шăпа янă тăрăх малтанах Сăкăт тата Туçа ял тăрăхĕсен командисем тупăшрĕç, Туçасем çĕн-терчĕç. Иккĕмĕш тĕл пулу "Батыревский" хупă акционерсен пĕрлешĕвĕпе ФСК командисем хушшинче пулчĕ. Вăйă çав тери çивĕч иртрĕ. Куракансем хăйсем кăмăллакан командăсене хавхалантарса тăчĕç. Ку ушкăнра хуçасем ăнăçлăрах вылярĕç, çĕнтерчĕç. Çапла вара вĕсемех турнир çĕнтерỹçисем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна "Батыревский" хупă акционерсен пĕрлешĕвĕн, виççĕмĕшне Сăкăт ял тăрăхĕн командисем тухрĕç. Турнирта чи лайăх вылякансене те палăртрĕç. Вĕсем Д. Илюткин, А. Калькин, Н. Репин, С. Маков пулчĕç.

В. БОРОДКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика