28 декабря 2013 г.
Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр пулар" вĕрентỹ учрежденийĕсен республика фестивалĕн Çĕрпỹре ирттернĕ финалне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Район чысне унта Д. Салихова, С. Чанга, А. Плешкова, А. Шулепова, К. Анисимов, К. Волков, И. Козлов хỹтĕлерĕç. Команда призлă вырăн йышăнчĕ. И. Козлов вара вырăнтан тăршшĕне сикмелли номинацире 2 метр та 46 сантиметр туса фестиваль çĕнтерỹçи пулчĕ.
В. ПАДИСОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)