АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫЛЬĂХСĂР ПУРНĂç _ çУР ПУРНĂç

28 декабря 2013 г.

 Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ яланах тĕп вырăн йышăннă, çавна май ĕне-выльăх шутне ỹстересси, кĕтĕве çĕнетесси тĕп вырăнта тăрать.

Кăçал январь-ноябрь уйăхĕсенче пурĕ 6145 тонна аш тата 31306 тонна сĕт туса илнĕ. Вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче какай _ 1917,9 тонна (пĕлтĕрхинчен 292 процент ытларах) янтăланă, сĕт 5896 тонна (пĕлтĕрхи чухлех) сунă. Аш-какай хатĕрлессине "Исток" агрофирма (8 тонна нумайрах) тата "Юрма" агрохолдинг (1408 тонна ытларах) ỹстернĕ. Сăвăм кăтартăвне "Батыревский" пĕрле-шỹ _ 144 тонна (112 процент), "Красное знамя" хуçалăх _ 103,5 (110), "Исток" агрофирма _ 99 (113,5), И. Каргина фермер хуçалăхĕ _ 35 (15 хут пысăкрах), И. Бикчуринăн _ 76 (12 хут), Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ 28,6 тонна (130 процент) ла-йăхлатнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсем 10 уйăхра пĕр ĕнерен вăтамран 4347 килограмм е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 106 процент нумайрах сĕт сунă. Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕнче тата "Исток" агрофирмăра кăтарту 5000 килограмран та иртнĕ. "Звезда" (4988 килограмм), "Корма" (4800), "Красное знамя" (4585) хуçалăхсен ĕнисем паха шурă шĕвеке 4500 килограмран нумайрах антарнă. Ĕне-выльăхăн талăкри ỹт хушаслăхĕ 594 грампа ( 2012 çулта _ 564 г.) танлашнă.

Раштав пуçламăшне 16890 пуç мăйракаллă шултăра выльăха шута хунă, унтан ял хуçалăх предприятийĕсенче _ 3289. Сăвăнакан ĕнесем районĕпе 7396 пуç, агропромышленность комплексĕнче _ 1351. 100 ĕне пуçне 80 пăру илнĕ.

Сыснасене 5 хуçалăхра _ "Юрма", "Звезда", Труд", "Мир", "Хастар" _ усраççĕ. 100 ама пуçне 1318 çура илнĕ. Пĕр тĕп ама вăтамран 12 çура çăвăрланă, тĕрĕслемелли _ 9. Сыснасен талăкри ỹт хушаслăхĕ вăтамран 483 грамм пулнă.

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илес тесен апат мĕнле çитернинчен нумай килет. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем мĕн ĕлĕкех ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенĕ. Кăçал хĕле валли ял хуçалăх предприятийĕсем утă 4320 тонна, сенаж _ 4741, силос _ 9718, улăм 3444 тонна янтăланă. Пĕр выльăх пуçне 25,2 центнер апат хатĕрленĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика