28 декабря 2013 г.
Çĕр çинчи кашни чĕрĕ чунăн хăйĕн кĕтесĕ пур. Çуркунне кăнтăртан вĕçсе килекен кайăксем те тỹрех йăва çавăраççĕ. Унтан тин çăмарта туса чĕп кăлараççĕ. Этемме те турă кил-çуртпа пурăнмалла тунă. Тăван кĕтес кашни çыншăн чи хакли, чи пахи. Кунта ыйхи те тутлăрах, сывлăшĕ те уçăрах. Çулсем иртсен те вăл пурне те хăй патнелле туртать. Анчах мăшăрлансан атте-анне хỹттинчен кайма, çурт-йĕр тума е туянма тивет. Мĕн тăвăн, пурнăç тени çавнашкал: унăн хăйĕн саккунĕ, хăйĕн йĕрки... Паянхи саманара пỹрт хăпартма сахал мар укçа кирлĕ. Юрать-ха, патшалăх пулăшать. Шăпах çакăн пирки сăмах пуçартăмăр та райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн тĕп специалисчĕпе М. Шайхулловпа.
_ Пирĕн тăрăха килекен хăнасенчен чылайăшĕ район строительство лаптăкне аса илтернине, çĕнĕ çуртсем нумай хутшăннине палăртаççĕ. Çурт-йĕр тăвасси нихăçан та çăмăл пулман пулин те Патăрьелсем керменсем хăпартма майсем тупаççĕ. Марат Явдятович, кăçал та кăтартусем начарах мар пек туйăнаççĕ.
_ 2013 çулта районта 30539 тăваткал метр çурт-йĕр хута яма планланă. Палăртнă тĕллеве пурнăçланăпа пĕрех. 11 уйăхра 29045 тăваткал метра ĕçе кĕртнĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 23 процент ытларах. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ икĕ çурт хăйĕн хуçисене йышăнчĕ, тата тепре тума пуçланă.
_ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче строительство аталаннинче патшалăх паракан пулăшусен тỹпи те пысăк вырăн йышăнать пуль?
_ Тĕрĕсех. Хальхи вăхăтра районта çурт-йĕр тума е туянма пулăшакан 7 программа ĕçлет. Акă, "Ялăн 2013 çулчченхи аталанăвĕпе" килĕшỹллĕн кăçал 15 çемье, вăл шутран 9-шĕ çамрăк специалист, кĕтеслĕ пулчĕç. Çавăн пекех 5 тата ытларах ачаллă çемьесене çуртпа тивĕçтермелли программăпа усă курса кăçал Сăкăтри _ пĕрре тата Турханти нумай ачаллă икĕ çемье çĕнĕ çуртсенче пурăнма пуçларĕç. Программа пурнăçа кĕнĕренпе пурĕ 14 пỹрт туса панă. Çитес çул тата 3 _ Çĕнĕ Ахпỹртпе Первомайски ял тăрăхĕсенче _ хутшăнĕ.
_ Ашшĕ-амăшĕсĕр ача-сене те патшалăх хăйĕн хỹттине илет. Кăçал миçен хỹшĕллĕ пулчĕç-ши?
_ Тăлăхсене çурт-йĕрлĕ тăвас программа та районта ăнăçлă ĕçлет. Хỹт-лĕхсĕр тăрса юлнисене паракан хваттерсене газ, шыв кĕрет, канализаци тата ытти çăмăллăхсем те пур. Çулталăк пуçланнăранпа çул çитнĕ 10 çамрăк нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсенче "йăва" тупрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ çăра уççине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн аллинченех илме тивĕçрĕç. 2013 çул вĕçĕччен тата виççĕн кĕтеслĕ пулĕç. Çитес çулталăкра та программа ĕçлет, çавна май 12 тăлăха çурт памалла.
_ Нумай пулмасть çемьеленнĕ çамрăксен уйрăлса тухса çурт хăпартма йывăрри каламасăрах паллă. Вĕсене валли мĕнле те пулин çăмăллăхсем пур-и?
_ Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче çурт-йĕр условине лайăхлатма черетре 800 ытла çемье тăрать, вĕсенчен 300е яхăнĕ _ çамрăк мăшăр. Федераци шайĕнчи "Çурт-йĕр" тĕл-левлĕ программăн "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" ятарлă пайĕпе килĕшỹллĕн 2011-2015 çулсенче çурт-йĕр туянма тата тума 12805,539 пин тенкĕ укçа уйăрнă, унтан вырăнти бюджетран кăçал 1930,999 пин тенкĕ панă. Çак çăмăллăх 25 çемьене тивĕçет. Чернобыльти АЭСра пулнă пĕр участник та кĕтеслĕ пулчĕ. Чăваш Республикинче "Çамрăк çемьесене çурт-йĕр условине лайăхлатма патшалăхăн хушма пулăшăвне парасси" программа пур. Кунта çамрăксене ипотека кредичĕн 4 процентне каялла тавăрса параççĕ. Программăна районти 85 мăшăр хутшăнма кăмăл тунă.
_ Марат Явдятович, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене, вĕсен çемйисене, тăлăха юлнă салтак арăмĕсене çуртпа тивĕçтересси пирки те сăмах пуçарас килет.
_ "Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программа 2008 çултанпа ĕçлет. Ял тăрăхĕсенче кивĕ пỹртсенче е пурăнмалли лаптăк сахал 411 ветеранпа çемйине шута илнĕ. Вĕсенчен 400-е яхăнĕ çĕнĕ çуртсене куçнă та ĕнтĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)