01 января 2014 г.
Уяв парнелерĕ Декабрĕн 27-мĕшĕнче Чăван Ен тĕп хулине Олимп çулăмĕн эстафети çитрĕ. Вăл Çĕнĕ çул умĕн çутă ĕмĕт-шухăш, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм илсе килсе республика çыннисене пысăк савăнăç кỹчĕ.
Çулăм _ Олимп вăййисен тĕп символĕсенчен пĕри. Вăл Тăнăçлăх, Туслăх, Пĕрлĕх паллине пĕлтерет.
Тĕнчери тăнăçлăха çирĕплетес, çынсен туслăхне вăйлатас, çĕр-шыври халăхсене пĕрлештерес тĕллевпе иртекен мероприяти Грецире старт илет. Пирĕн çĕр-шывра Олимп çулăмĕ юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускавран çула тухнă, Раççейри хула-ял витĕр иртсе акă Шупашкара килсе çитрĕ. Чукун çул вокзалĕнче юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç ăна. Вокзал лапамĕнче савăнăçлă уяв. Унта Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Чул хула чукун çулĕн пуçлăхĕ Александр Черемнов хутшăнчĕç.
Çулăма чи малтан йăтма Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева тивĕçрĕ. "Пур спортсмен та Олимп вăййисене хутшăнма ĕмĕтленет, эпĕ вара унта виçĕ хут пултăм. Раççей тĕнчери чи пысăк ăмăртăва Сочире ирттермешкĕн çĕнсе илсен хамăрăн çĕр-шывшăн çав тери мухтантăм. Çулăма алăра тытса хама тепĕр хут Олимп вăййисен стартне тухнă пк туятăп", _ терĕ хăвăрт утас енĕпе палăрнă спортсменка Чĕмпĕртен тин кăна çитнĕ çулăма чĕртсе.
Хулан тĕп урамĕсемпе Олимп çулăмне 163 çын ылмашăнса йăтрĕ. Кама кăна курмарăмăр вĕсен йышĕнче: паллă спортсменсемпе тренерсем, патшалăх ĕçченĕсемпе общество хастарĕсем, студентсемпе шкул ачисем, ỹнер ăстисемпе журналистсемпе _ тĕрлĕ профессиллĕ тĕрлĕ çулти çынсем.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та эстафетăна хутшăнчĕ. Вăлах "Олимпийский" стадионта Олимп вăййисен чемпионĕпе Владимир Воронковпа пĕрле çулăм чашăкне чĕртрĕ. "Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак пулăма хутшăнса эпир хамăр та çулăм пек хĕмленетпĕр. Пирĕн республика Олимп вăййисен пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Паянхи мероприяти пире спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарать", _ палăртрĕ Михаил Васильевич çынсене уяв ячĕпе саламланă май.
Хулари чылай вырăнта концертсем, кăсăклă конкурссем, хаваслă стартсем иртрĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Хĕл мучипе пĕрле зарядкăна тăчĕç. Хĕрлĕ тỹремре те çынсене хаваслă уяв кĕтрĕ. Трактор тăвакасен заводĕнче туса кăларнă тимĕр "урхамахсем" çынсене хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. "Олимпийский" стадионта та республикăри паллă артистсемпе пултарулăх ушкăнĕсем концертпа савăнтарчĕç. Унта пынисем çавăн пекех лазер-шоупа, фейервер илемĕпе киленме пултарчĕç.
А. Михайлов, "Хыпар"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)