01 января 2014 г.
Раççейре 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Апла пулсан пирĕн халиччен мĕн тунипе лăпланса лармалла мар, çанă тавăрса тата та тăрăшарах ĕçлемелле. Халăх культура çуртне утмасть тесе калаймăн. Вĕсене йăлана кĕнĕ е çĕнĕрен çĕнĕ конкурссемпе шоусем илĕртеççех. Кĕскен çеç иртнĕ çула пĕтĕмлетер-ха. Пурнăçне сценăпа çыхăнтарнă çынсен уяв çук _ вĕсен халăха кантармалла. Çавăнпа Çĕнĕ çултан кивĕ çула çитнине сисместпĕр те. Хĕл мучи те, Юр пике те пулаççĕ вĕсем. Хĕллехи каникула кайнă чухне раштав уявĕсем çитеççĕ. Унтан патриотла юрăсен конкурсĕ, "Восходящие звезды" фестиваль зала халăха пуçтарать. "Мини-мисс Батырево", "Мисс-Батырево", "Супер бабушка", "Ах, эти женщины", "Мисс пышка", "Супер пацан", "Вăрăм çивĕт _ хĕр илемĕ", "Çулталăк воспитателĕ"... Пĕринчен теприне курма кăмăллă. Студентсен, юратакансен, тĕрлĕ сферăра вăй хуракансен професси уявĕсен кунĕсене палăртмасăр иртместпĕр. Акатуй-сапантуй, район кунĕ, ял уявĕсем мĕне тăраççĕ тата. Вĕсене юрăçсемпе ташă ăстисем автоклубпа вырăнсене тухса çỹреççĕ. Патăрьелĕнчен аякра вырнаçнă ялсенче хапăл тусах кĕтсе илеççĕ.
Кирек хăш мероприятинче те пур юрлама юратакансем. Пĕр-пĕр спорт мероприятийĕ иртет-и, хĕле ăсатаççĕ-и, çăварние кĕтсе илеççĕ-и _ тата ытти те. Хĕл каçа эрнекунран эрнекуна кашнийĕнчех пулать кану каçĕ. Ку енĕпе Н. Лаврентьева методика пайĕн заведующийĕ, Ю. Езюковпа Л. Леонтьева методистсем сахал мар ĕçлеççĕ
Канăва йĕркелесси пĕр е икĕ çын çинче çеç тăмасть. Чылай чухне районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче ял тăрăхĕсенчи ташă-юрă ăстисем пулаççĕ. Пĕр-пĕр конкурса вырăнсенче ирттереççĕ вĕсем. Унта палăрнисене Патăрьелне илсе килеççĕ. Кунта çакна та пытармалла мар. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчен кашнийĕнчех ытларах пĕр çынсем килеççĕ.
Халăхăн анлă массине явăçтарма тăрăшманни курăнать. Е иртнĕ çулхи программăна улăштарманни те пулать. Халăх юрăпа ташă ансамблĕ, халăх театрĕ те хăйсен ĕçне тивĕçлипе туса пыраççĕ. Юрăçсемпе ташăçăсен ушкăнĕ кăçал Оренбург облаçĕнчи чăвашсем патĕнче пулчĕ. Инçе çула çывăхлатма район администрацийĕ пулăшрĕ. Артистсем çулленех Чĕмпĕрти чăвашсем патĕнчи уява та çитеççĕ.
Т. Толстова ертсе пыракан "Арабэкс" тата А. Михайлован "Евгения" ташă ушкăнĕсем районта çеç мар, республика шайĕнчи конкурссенче те лауреатсем. Халăх театрĕ те финалти конкурс çĕнтерỹçи пулчĕ.
Куракансем Р. Семенова, А. Антонова, Ю. Езюков юррисене кăмăллă йышăнаççĕ. Ф. Абитов сасă режиссерĕ аппаратурăна яланах юсавлă тытать. Концерт-шоусенчен халăх канмасăр тухса ан кайтăр тесе чылайăн тăрăшаççĕ.
Малашлăх ĕмĕтсем те пысăк пирĕн. Кăçал культура учрежденийĕсем хушшинче фестиваль ирттересшĕн. Хорĕ те, уйрăм юрăçисем те, ташă, кулăш ăстисем те пулччăр унта. Чи лайăх культура ĕçченне палăртасшăн. Кану çурчĕсене мăн çăра ан сыхлатăр. Çавăн чухне эпир хамăр ĕçе тивĕçлипе туса пыратпăр теме пулĕ.
А. Овчинникова, районти культурăпа кану центрĕн директорĕ