01 января 2014 г.
"Чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентнĕ чух çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă курассин актуаллă ыйтăвĕсем" темăпа Шупашкар тата Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ иртрĕ. Чи малтанах аякри хăнасем Тутаркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пулса курчĕç. А. Ишова вĕрентекен вĕсене тарават кĕтсе илчĕ, хăйĕн пуян ĕç опычĕпе паллаштарчĕ, музей класра ăсталăх урокне ирттерчĕ.
Семинара хутшăнакансем Шупашкар районĕн "Бичурин тата хальхи самана" музейĕнче хăйсен ĕçне малалла тăсрĕç. Кунта икĕ районтан пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсем умĕнче Шупашкар район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕн информаципе аналитика центрĕн методисчĕ Е. Христофорова тухса калаçрĕ, вĕрентỹ ĕçĕнчи çĕнĕ информаципе тухăçлă усă курассин актуаллăхне палăртрĕ, районти хастар учительсене ятран асăнчĕ, Патăрьел районĕнчи пултаруллă ĕçлекен вĕрентекенсен ушкăн ертỹçи С. Кулакова хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Хăнасем музейра пулчĕç, нумай интереслĕ самантсене палăртрĕç.
Иккĕмĕш пайра икĕ район командисен "Туслăх кĕперĕ" пултарулăх тупăшăвĕ (КВНĕ) иртрĕ. "Анатрисем" (Патăрьел районĕ) тата "Паха тĕрĕ" (Шупашкар районĕ) ушкăнсем хăйсен тавçăрулăхне, ăсне, шỹтпе кулă çивĕчлĕхне кăтартса пачĕç. Юрра-ташша маттур пулнипе те палăрчĕç вĕрентекенсем. Тупăшăва Е. Майков вĕрентекен ертсе пычĕ. Çивĕч ăмăртура хăйсен маттурлăхĕпе 45:42 шутпа Патăрьел команди мала тухрĕ. Çĕнтерỹçĕсене диплом тата сертификат парса чысларĕç, хастаррисем парнеллĕ пулчĕç. "Бичурин тата хальхи самана" музей директорĕ, жюри председателĕ И. Удалова тата "Паха тĕрĕ" ОООн директорĕ Н. Посынкина хăйсен сăмахĕсенче çапла палăртрĕç: кирек мĕнле ĕç те вăл пултарулăх, çав пултарулăха ялан туптамалла, кунашкал форматлă ăмăрту усăллă. Семинара пухăннисене ăна йĕркелекенсем малашнехи конкурс ăмăртăвĕсене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕç.
В. Яковлева
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)