АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аппамçăм, эсĕ халĕ те Юрпикех-ши?

01 января 2014 г.

Чылай чухне эпир ача-пăчасемпе юнашар хамăрăн савăнăçа пĕрле пайлас шутпа шур сухаллă Хĕл Мучи патне çеç çыру çыратпăр: мана хам кăмăлланă тавара туянма пулăш, копьютерлă, хаклă йышши кĕсье телефонĕллĕ ту, инçе çул çỹреве илсе кайма пулăш... Сывлăх, телей, юрату ыйтакан сахал. Пурте унăн мă-ă-ăнă хутаçĕнчен тĕлĕнтермĕш парне кăларса тыттарасса е ăна почта урлă ярса парасса кĕтеççĕ.

Эпĕ те кăшт каярах юлнине пăхмасăрах Çĕнĕ çул ячĕпе çыру çырас терĕм. Хам ятпа çеç те мар, ачасен, мăнукăмсен ячĕпе. Ыттисем евĕр Хĕл Мучи патне те мар тата, "Юрпикене". Тен, раштавăн 31-мĕшĕнче каçхине вун икĕ сехетре Мускав куранчĕсем ян! та ян! çапма пуçличчен ăна илсе вулĕ те пулăшĕ...

"Юратнă аппамçăм! Тăваттăмĕш Çĕнĕ çула эпир сансăр кĕтсе илетпĕр. Кăпăкланса тăракан шампань шĕвекне те, тутлă пылак торт татăкне те пĕр пай сахалтарах уйăратпăр. Ун вырăнне Санăн çутă-çутă сăнарна яланах асра тытса çỹлти патшалăхра тутă çỹрессишĕн, канлĕхỹшĕн чиркỹре Турă çăкăрне кастарма сакас паратпăр, çветтуй çынсемпе юнашар пулма кĕл тăватпăр, çурта çутатпăр... Ку тĕнчере санпа çыхăнмалли меслетсем те çаксем çеç юлчĕç ĕнтĕ. Йăли-йĕркине пăхăнса пурне те вăхăтра пурнăçласа, пăхăнса та пыраймастпăр пулĕ. Каçарсам. Ку тĕлĕшпе Эсĕ юмахри ырă Фея евĕр таса чун-чĕреллĕччĕ-çке. Кашнине каçараттăн, ырă тăваттăн...

Çырăва малалла тăснă май тата акă мĕн ыйтса пĕлесшĕн. Сана унта та Çĕнĕ Çулсенче Юрпике пулма суйлаççĕ-и? Ылтăн тĕслĕ, вăрăм çивĕтлĕ чиперккене епле асăрхамĕç! Сăмах май каласан, Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче эсĕ яланхи Снегурочкаччĕ. Мĕнле савăнаттăмăрччĕ ун чухне эпир санпала, хамăрăн пĕртен-пĕр юратнă аппапа!

Çĕнĕ çул каçĕнче эсĕ унчченхи евĕр Хĕл Мучи çумĕнче пулмасан та пире сарăмсăр çеç пулăшсам: кивĕ çула мĕн пур япăххине пăрахса хăварма, усал-тĕселтен пăрăнса иртсе кайма, çĕнĕ çулталăкра ырлăхпа-сывлăхпа хавхаланса пурăнма, ĕмĕтленнисене пурнăçа кĕртме пурне те вăй-хăват парсам. Санăн асамлăхна вара эпир çулталăк тăрăшшĕпе туйса пурăнар."

А. Егорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика