01 января 2014 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул 2014 çулта хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тума ĕмĕтленет. Çак хушăра 5746 выпускник вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнă. Вăрçă умĕнчченхи тата вăрçă хыççăнхи выпусксен шăпи çăмăл пулман. Çавах хĕрсемпе каччăсем шкул ятне çĕре ỹкермен: тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче хастаррăн çапăçнă, тылра нăйкăшмасăр ĕçленĕ, ишĕлчĕк хуласемпе ялсене çĕкленĕ. Пурнăç вара кашни сферăрах вĕреннĕ, квалификациллĕ специалистсем кирлине çирĕплетет. Шкул выпускникĕсем паллă ученăйсем, докторсем, инженерсем, писательсем, çĕр ĕçченĕсем, учительсем пулнă. Паян та, акă, вĕренỹ учрежденийĕнче 24 учитель-выпускник тĕрлĕ дисциплинăпа ачасене пĕлỹ парать. Шкул директорĕ Н. Андреева та çакăнтанах алла аттестат илнĕ. Коллективăн вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнмалăх пур. Выпускниксем ĕç вахтинче _ руль умĕнче, больница палатисенче, заводсенчи станоксем патĕнче, университетсен кафедрисенче, бизнесра тăрăшаççĕ. Тĕл пулăва вĕсене пурне те пуçтарасшăн.
Районти "Авангард" хаçат страницисенче шкул пурнăçĕпе çыхăннă аса илỹсене пичетлесен те кăмăллă. Савăнăçлă иртнĕ-и вăл, хурлăхлă-и _ пурпĕрех илĕртỹллĕ. Интереслисене вара тĕл пулура вуласа пама та пулĕ.
Э. Карягина, шкул музейĕн ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)