11 января 2014 г.
КУ ЧУХНЕ районта çулталăк тăрăшшĕпе кашни ĕнерен пилĕк пин килограмм сĕт суса илекен хуçалăхсем нумай мар. Вĕсене алăри пỹрнепе те шутласа тухма пулать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тухса тăракан "Авангард" хаçат та "пилĕк пинлисен клубне" шанчăклах кĕчĕ. Çĕнĕ çултан райхаçат 5209 тиражпа саланĕ. "Чун апачĕн" çарĕ ỹсни пирĕн çумра туссем тата нумайланнине çирĕплетет, малашне тата ытларах хавхаланса ĕçлеме, журналистсене çĕнĕ темăсем шыраса тупма хистет.
Сăмах май каласан, республикăра çак чикĕрен иртнĕ район хаçачĕсем çукпа пĕрех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)