11 января 2014 г.
Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 103 çынна шута илнĕ. Çав шутра организацинче штата кĕскетнипе е предприятине пĕтерсе хунипе 17ĕн ĕçсĕр юлнă граждансем, 16-29 çулсенчи çамрăксем _ 42, инвалид _ 3, тивĕçлĕ канăва каймалли çул çитсе пынисем _ 7. Вăй хума вырăн тупайманнисенчен 33шĕ аслă шкул пĕтернĕ, 21шĕн _ вăтам, 24шĕн пуçламăш професси пĕлĕвĕ пур, ыттисен вара _ вăтам е пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул пĕтернине çирĕплетекен документ.
Иртнĕ çул ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма 1402 çын пынă. Вĕсечен 347шĕ хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнă, 63шĕ штата кĕскетнипе е предприятине пĕтернипе вăй хумалли вырăнсăр юлнă, 576-шĕ 16-29 çулти çамрăк, 585-шĕ çул çитмен яшпа хĕр, 23-шĕ инвалид, 19-шĕ нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ е ачисене пĕччен ỹстерекен çын.
Пĕлтĕр центр пулăшнипе 1159 çын ĕç тупнă. Тăрăшмалли ниçта та тупайман 202 гражданина обществăри вăй хумалли вырăнсене явăçтарнă, 22-не урăх региона ĕçлеме янă, 71-шĕ тата тепĕр професси илме вĕренме кайнă, улттăшне вара хăйсен ĕçне уçма укçа панă.
Хальхи вăхăтра центрта 363 ваканси пур. (Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)