АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем _ Кремльти елкăра

11 января 2014 г.

 Çĕнĕ çул уявне кашни ача кĕтет. Кĕçĕнреххисем Хĕл мучи парне илсе килессе шанса çĕнĕ сăвă-юрă вĕренеççĕ. Аслăраххисен ĕмĕчĕсем тата урăхла. Вĕсем те маларах олимпиадăсене, конкурссене хутшăнса çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме тăрăшаççĕ. Çĕнĕ çул ячĕпе парне, хисеп хучĕ илни мĕне тăрать!

Лайăх вĕренекенсене, çĕнтерỹçĕсене, общество организацийĕсен лидерĕсене район, республика, Раççей шайĕнчи елкăсене яраççĕ. Пĕтĕм Раççейри Кремльте иртнĕ уява акă пирĕн районтан виççĕн кайса курма тивĕç пулчĕç. Вĕсем çаксем: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Н. Андреева, иккĕмĕш вăтам шкулти 4 класри Д. Ильмендеров тата Хирти Пикшикри вăтам шкулти 5 класри А. Петрова. Аслисенчен те çак чыса тивĕçнисем пур. Ачасене илсе каякан делегаци йышĕнче Туçари вăтам шкул директорĕ П. Шашкин пулчĕ. Мĕншĕн Петр Геннадьевича суйласа илнĕ-ши? Учреждени вĕрентỹпе воспитани ĕçне тивĕçлипе туса пырать. Кунта пĕлỹ пухакансем район, республика шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсенче чылайăн малти вырăнсене йышăнаççĕ, выпускниксенчен ытларахăшĕ институтсемпе университетсенче пĕлĕвĕсене малалла тăсать тата.

Çул çỹрев пирки тĕплĕнрех П. Шашкина каласа пама ыйтрăмăр.

_ Тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Республикăран çак чыса 8-14 çулхи 50 ача, вĕсене ертсе каякан 12 çын тивĕç пулчĕç. Кремле кайса курма ытларах тăлăх ачасене, вĕренỹре малта пыракансене, нумай ачаллă çемьерисене, ашшĕ-амăшĕ служба тивĕçĕсене пурнăçласа пуç хунисене шаннă. Инçе çула тухакансене Шупашкар вокзалĕнчен поезд çине лартса ячĕç. Мускавра вара чыслăн кĕтсе илсе "Измайлово" хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Иккĕмĕш кунхине елка кайрăмăр. Вăл кăмăллă иртрĕ. "Конек-горбунок" юмах куртăмăр. Тĕрлĕ юмахри сăнарсем, Хĕл мучипе Юр пике пĕринчен тепри кăмăллă та илĕртỹллĕ пулчĕç, кучченеçсем пачĕç. Ун хыççăн Космонавтика музейне çитрĕмĕр. Пĕрремĕш Петĕр патша ача чухне ирттернĕ вырăнсенче пулса курни мĕне тăрать!

Мана хама Кремльте иккĕмĕш хут пулма тỹр килчĕ. 2006 çулта Президент Грантне тивĕçнĕччĕ эпир. Республикăра малта пыракан шкулсен ертỹçисене унта хутшăнтарнăччĕ.

х х х

Республика уявне вара районтан 63 ача кайнă. Вĕсем каллех _ вĕренỹре çитĕнỹ тăвакансем, конкурс çĕнтерỹçисем, ăмăртусенче, олимпиадăсенче мала тухнисем, общество организацийĕсен ертỹçисем. Çак ушкăн Çĕнĕ çула чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче кĕтсе илнĕ. Хĕл Мучипе Юр пике, юмахсен сăнарĕсем пулчĕç уявра. Пурте пĕрле "Дюймовочка" юмаха курчĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика