АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнỹ килĕштерсе ĕçлесен пулать

11 января 2014 г.

Вăхăт хăвăрт шăвать. Акă тата тепĕр çулталăк хыçа юлчĕ. Мĕнле паллă пулăмсемпе, çитĕнỹсемпе асра юлчĕ-ши вăл? Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: 2013 çул пирĕн районшăн ăнăçлисенчен пĕри пулчĕ. Район бюджечĕ, 2012 çулхипе танлаштарсан, 18 процент ỹсрĕ е çулталăк тăршшĕпе 694,8 млн тенкĕ укçа кĕчĕ.

Ĕçсĕр çынсен шучĕ чакнине, организацисен финанс лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртма кăмăллă. Çавăн пекех пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх çулран-çул вăй илсе пырать. Туса кăларакан продукцин калăпăшĕ ỹсрĕ, ассортимент пуянланчĕ. Хирте тыр-пул кашласан, фермăсенче выльăх тăрсан кăна эпир пуян. Кăçал 20,4 пин тонна тыр-пул, 78 пин тонна çĕр улми, 10,5 пин тонна ытла сахăр кăшманĕ, 37 пин тонна пахча çимĕç, 5 пин тонна сухан-севок пухса кĕртнĕ. 4,5 пин тонна утă, 12 пин тонна сенаж, 5,5 пин тонна силос (пĕр выльăх пуçне 25 центнер апат единици тивет) янтăланă. Аш-какай 7,5 пин тонна, сĕт 339 пин тонна туса илнĕ.

Ял хуçалăхĕ хальхи вăхăтри техникăсăр аталанайманни куç кĕрет. Çулталăк пуçланнăранпа 50 млн тенкĕлĕх тĕрлĕ 35 техника туяннă. "Батыревский" хупă пĕрлешỹ 200 ĕне, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ 75 ĕне вырнаçмалăх витесем хута ячĕç. Çавăн пекех "Красное знамя" ял хуçалăх предприятинче 200, И. Куликов фермер хуçалăхĕнче 50, "Батыревский" пĕрлешỹре тата 200 ĕне вырнаçмалăх витесем тума пуçăннă.

Хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллатнă кредитпа 10 хуçалăхран 9-шĕ усă курнă. Çак енчен Патăрьел районĕ Чăваш Республикинче малтисен шутĕнче тăрать. Наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа (2006 çултанпа) 2,5 млрд тенкĕ илнĕ, вăл шутран 2013 çулта _ 575 млн тенкĕ.

Строительство _ район аталăнĕвĕн тĕп паллисенчен пĕри. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулленех 30 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута каять. Иртнĕ çул та кăтарту 30,5 пинпе танлашрĕ. Çулталăк хушшинче нумай хваттерлĕ икĕ çурт хăйĕн хуçисене йышăнчĕ. Тутар Сăкăтĕнче 200 ача вырнаçмалăх шкул тата 40 вырăнлă ача сачĕ уçăлнине те палăртса хăвармалла. Патăрьелĕнче бизнес-инкубатор ĕçлеме пуçлани те предпринимательлĕхре вăй хума пуçăнакансене чылай çăмăллăх кỹрессе шанас килет. Хирти Пикшикре пурăнакансем вара пĕлтĕр тĕслĕхлĕ фельдшерпа акушер пунктне çỹреме пуçларĕç.

Район центрĕнче çĕкленекен Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркĕве тăвасси пĕр вăхăт чарăнса ларнăччĕ. Попечитель канашĕ, ертỹçĕсем, ĕç коллективĕсем, ахаль çынсем тăрăшнипе "пăр тапранчĕ". Кăçал кунта служба пуçланасса шансах тăратпăр.

Коммуналлă тивĕçтерỹ ыйтăвĕпе тĕрлĕ харпăрлăхлă 7 организаци ĕçлет. Патăрьелĕнче нумай хваттерлĕ 6 çуртра индивидуаллă ăшăпа усă курма пуçларĕç.

"Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси" программăпа килĕшỹллĕн иртнĕ çул 4 çуртра 6,7 млн тенкĕлĕх ĕç тунă е 3300 тăваткал метр çурт тăрри витнĕ, электропроводкăна улăштарнă, фасадсене çĕнетнĕ.

Ăçта çул _ унта пурнăç тесе ахальтен каламаççĕ. 2013 çулта çул-йĕре тирпейлесе тăма 37 млн текĕ укçа уйăрнă. Район шайĕнчи 2,3 çухрăм çула юсанă, урамсенчи çулсене (16 çухрăм) вак чул сарнă, нумай хваттерлĕ çуртсен 8 картишне тата шалалла кĕрекен 5 тăкăрлăка тирпейленĕ.

Ачасем _ пирĕн ăрăва тăсакансем, эпир туса çитерейменнине пурнăçлакансем. Вĕсем сывлăхлă ỹсчĕр тесе кашнийĕн тăрăшмалла. Иртнĕ çул 1006 ача кăнтăрлахи лагерьсене çỹрерĕ, 314-шĕ сывлăх çирĕплетмелли учрежденисенче канчĕç.

Йăнăш утăм тăвассинчен никам та сыхланман. Район администрацийĕн çул çитмен ачасене шута илекен тата вĕсен правине хỹтĕлекен комисси 18 тултарман 44 çамрăка тата йĕркесĕр 43 çемьене шута илнĕ. Пурте пĕрле кар тăрса вăй хунипе тата профилактика мероприятийĕсене вăхăтра йĕркеленипе юлашки çулсенче çул çитменнисен йĕркене пăсасси ỹсмен.

Район историнче пĕрремĕш хут Кзыл Чишмара Хусантан килнĕ "Сэлэт-Батыр" лагерь ĕçлерĕ. Çавăн пекех пирĕн патăрта республика шайĕнчи "Зарница", "Орленок" вăйăсен финалĕ иртрĕ. Республика вĕрентỹ учрежденийĕсенчи компьютер хатĕрĕсене çĕнетме, библиотекăри кĕнекесене пуянлатма, 7 шкулти столовăйне лайăхлатма, лаборатори хатĕрĕсене, шкул автобусĕсене туянма, 9 пĕлỹ çуртне юсама 24 млн тенке яхăн укçа уйăрнă. Çавăн пекех Кзыл Камышри шкул-сада 2,3 млн тенкĕлĕх юсанă. Юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, иккĕмĕш тата виççĕмĕш ачасем çут тĕнчене килни савăнтарать. Хальхи вăхăтра ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн 12 офисĕ ĕçлет.

Республика программипе килĕшỹллĕн çитес çулсенче тĕслĕхлĕ 6 акушерпа фельдшер пунктне уçма планланă. Кăçал Хирти Пикшикри пек пунктсем Сителте, Пăлапуç Нурăсра тата Анат Тăрмăшра çĕнелмелле. Сывлăх çирĕп пултăр тесен спортпа туслашмалла. Патăрьелсем çакна яланах асра тытаççĕ. Район çулленех спорт мастерĕсене иккĕрен тата Раççей спорт мастерĕн кандидачĕсене вуннăран кая мар çитĕнтерет. Кашни çулах пирĕн тăрăхра республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусем иртеççĕ. Çулталăкра 70-е яхăн спорт меропритийĕ пулать. Юхмапа Пăла тăрăхĕ 10 çул ытла ĕнтĕ физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли ĕçсене йĕркелессипе республикăра малти вырăна йышăнать. 2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе йышăннă. Районта пурăнакансен тавра курăмне, этикине ỹстерме библиотекăсем нумай тăрăшаççĕ. Вулавăшра тăрăшакансем кĕнекесем сĕннисĕр пуçне тематика каçĕсем, ĕçлĕ вăйăсем, куравсем ирттереççĕ. 16 ял библиотекинче патшалăх тата муниципалитет çăмăллăхĕсемпе усă курма нумай функциллĕ центрсем уçнă. Культура çурчĕсене модернизацилесе Шăнкăртамра тата Хирти Пикшикре "вучахсене" çĕнĕ сăн кĕртнĕ.

Юлашки çулсенче вара 5 учрежденине юсанă. Пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе пире кăна мар, республикăри, ют регионсенчи халăха та савăнтараççĕ. Лайăххипе юнашарах начарри те çỹрет. Пĕлтĕр 256 преступление шута илнĕ. Кăтарту, 2012 çулхипе пăхсан, 29 процент пĕчĕкрех. Йывăррисем тата уйрăмах йывăррисем, ятарласа тунисем чакнă. Видеокамерăсем вырнаçтарни те çакăнта пысăк витĕм кỹнĕ. Вĕсем пулăшнипе административлă йĕркене пăснă 50 тĕслĕхе тата 1 преступление уçнă.

Районта федераци, республика шайĕнчи программăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕннĕ çынсем, ентешсем тĕрлĕ ĕçре çитĕнỹсем тăваççĕ, Хисеп хучĕсем, наградăсем илме тивĕçеççĕ. Эпир вĕсемпе чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Çитĕнỹсем пĕр çын тăрăшнипе çеç пулмаççĕ. Пурте пĕрле вăй хурсан çеç йывăрлăхсене çĕнтеретпĕр. Кăçал та çапла килĕштерсе ĕçлесчĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçласчĕ.

Н. ГЛУХОВ, район администраци пуçлăхĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика