АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнтереççĕ

11 января 2014 г.

 Кĕçĕн класран вăтаммине куçнă вăхăтра шкул ачине хăнăхма çăмăл мар. Вĕрентекенсен йышĕ ỹсет. Кашнийĕ предмета анлăн алла илтересшĕн. Çавна шута илсе Çĕнĕ Ахпỹрт тĕп шкулĕнчи пиллĕкмĕшсем йывăрлăхсене хыçа хăварса вĕренỹ çине тимлĕн пăхма хăнăхаççĕ. Класĕнче пурĕ 14 ача. Вĕрентекенсем вĕсемпе уроксенче çеç мар, вĕсем хыççăн та ĕçлеме ỹркенмеççĕ. Акă, физкультура учителĕ Н. Михайлов çитĕнекен ăрăва хоккей, ирĕклĕ майпа кĕрешес секцисене явăçтарать. Вырăс чĕлхипе вĕрентекен Л. Казакова драма кружокĕнче спектакльсем выляттарса хавхалантарать. Класс ертỹçи И. Павлова ачасене кĕркунне Йĕпреçри этнографи музейне илсе кайса кăтартрĕ. Хусанти аквапаркра та вĕренекенсем кăмăлтан чăмпăлтатрĕç.

Ачисене ашшĕ-амăшĕ пулăшса пымаллине те Ирина Гурьевна класри пухусенче ăнлантарсах тăрать. Çитĕннисем çамрăк ăрупа пĕрле икĕ хутчен "Хаваслă эстафета" ирттерчĕç.

Т. КАШТАНОВА, директор çумĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика