АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисене _ чĕрĕ кролик, хур тушки…

11 января 2014 г.

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче Нăрваш Шăхалĕнче спорта юратакансем ял варрине пуçтарăнчĕç. Кунта кăçалхипе тăваттăмĕш хут Мулендеевсен ратни мини-футбол ăмăртăвĕ ирттерет. Тăкакĕсене вара хăйсенченех кăлараççĕ.

Ăмăрту парадне 6 команда тăчĕ. Футболистсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Айкин, спорт ветеранĕ В. Бородкин саламларĕç. Командăсене икĕ ушкăна уйăрнă хыççăн спорт вăййисем пуçланчĕç, интереслĕ те çивĕч иртрĕç. Финалта "Стоматолог" командăпа Молодцыгин урамĕсем тупăшрĕç. Уйăрса панă вăхăтра вĕсем пĕр-пĕрне парăнтараймарĕç, пенальти тапса çĕнтерỹçе палăртрĕç. "Стоматолог" иртнĕ çулхи чыса алăран вĕçертмерĕ. Ятне ăçтан суйласа илнĕ-ха вĕсем? Сергей Мулендеев чылай çул Шупашкарта шăлсене сиплес ĕçре вăй хурать. Вăйăра ăна юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем хавхалантараççĕ иккен.

Иккĕмĕш вырăна Молодцыгин урамĕнчи харсăрсем, виççĕмĕшне "Шăпчăк" команда тухрĕç.

"Чи лайăх вылякан" ята А. Егоров ("Шăпчăк"), "Чи лайăх бомбардир" _ Н. Иванов ("Стоматолог"), "Чи лайăх тапăнакан" _ В. Лаврентьев, "Чи лайăх хỹтĕлекен" _ А. Долгов (Молодцыгин урамĕ), "Чи лайăх вратарь" _ А. Смирнов, "Чи лайăх футболист" _ В. Сергеев ("Норваши") тивĕçрĕç. Мала тата призлă вырăнсене йышăннисене укçан тата асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Чĕрĕ кроликсемпе хурсем те лекрĕç. Пăсланса тăракан какай шỹрпи пурне те килĕшрĕ. Пуçламăш спорт уявĕ ăнăçлă иртрĕ. Шăхальсен çулталăк тăршшĕпех сывлăха çирĕплетекен мероприятисем аван пуласса систерчĕ çакă.

В. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика