15 января 2014 г.
Иртнĕ эрне кун район полицийĕнче 2013 çулхи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Шалти ĕçсен пайĕ Патăрьел тата Шăмăршă районĕсене пĕрлештерсе тăрать.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ О. Яковлев, Шăмăршă район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ В. Петьков, Патăрьел тата Шăмăршă ра-йон прокурорĕсем Ю. Фуражников тата С. Егоров, районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи Р. Шайхалов, шалти ĕçсен пайĕнчи ветерансен канашĕн председателĕсем А. Якимовпа Е. Сетриванов, райшалĕçпайĕн Обществăлла Канаш председателĕ С. Перепелкин хутшăннă.
Унта "Батыревский" уйрăм начальникĕ А. Фомин отчет туса панă.
Пĕлтĕр полици сотрудникĕсем пăхса тăракан районсенче 422 преступление шута илнĕ. Кăтарту маларахри çултипе танлаштарсан 11,5 процент пĕчĕкрех. Преступленисен ытларах пайĕ (24,6 процент) çапăçнипе, çынна хĕненипе пулнăскерсем. Ют пурлăха вăрлассипе, ултавпа çыхăннисем те йышлă. Мĕн пур ушкăнри преступленисенчен 362-шне уçса панă, 280 çынна уголовлă йĕркепе айăпланă.
Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ хăйĕн сăмахĕнче службăри проблемăсем, вĕсене татса памалли тĕллевсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă.
Канашлура райшалĕçпайĕн начальникăн çумĕсем, подразделени уйрăмĕн ертỹçисем те çулталăкри ĕç-хĕлпе паллаштарнă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)