АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХ КАНĂВНЕ ЙĕРКЕЛЕС ТĕЛĕШПЕ

15 января 2014 г.

Патшалăх театр тата концерт организацийĕсем, вулавăшсемпе музейсем 2013 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕччен Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа çыхăннă 200 ытла мероприяти ирттернĕ, унта 30 пин ачапа çитĕннисем хутшăннă. Сахал тупăшлă çемьесенчи тата хевтесĕр 5 пине яхăн ача ыр кăмăллăх мероприятийĕсенче пулнă.

Çулленех Çĕнĕ çула тата Христос çуралнине халалласа ирттерекен елкăсене, концертсене, эстафетăсене, презентацисене, акцисене республикăри 187 пин ытла ача хутшăннă. Чăваш Ен шкулĕсенчи чи лайăх вĕренекенсем çавăн пекех Мускаври тата Чул хулари Çĕнĕ çул уявĕсенче пулнă.

Кăрлачăн 20-мĕшĕччен Наци музейĕнче Хĕл мучи мастерскойĕнче Çĕнĕ çулхи мастер-классен ярăмĕ иртет, патшалăх тата муниципалитет вулавăшĕсенче кăрлачăн 10-мĕшĕнче Раштав поэзи вулавĕсем пуçланнă, вĕсем кăрлачăн 25-мĕшĕччен тăсăлаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри "Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ" акци вăхăтĕнче 4 пине яхăн спорт учрежденийĕпе база ĕçленĕ, сывлăха çирĕплетес тĕллевпе 400 яхăн спорт мероприятийĕ ирттернĕ. Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунне сывă пурнăç йĕркине килĕштерекен 150 пин çын хутшăннă. Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕнче республикăра пурăнакан 334 пин çын хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ.

"Хыпратан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика