15 января 2014 г.
2014 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче ашшĕ-амăшĕ пепкине ача садне çỹретмешкĕн черете Интернет-сайт урлă тăратма пултарать: cad.edu.cap.ru.
Электрон черет тĕрлĕ енчен меллĕ. Çĕнĕлĕх ача ашшĕ-амăшне килтен тухмасăрах е ĕçре чухнех асăннă тĕллевпе черете çырăнма, вăл мĕнле куçса пынине патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пĕрлĕхлĕ порталта сăнаса тăма, Интернетра он-лайн режимĕнче вара вĕрентỹ управленийĕн органĕнче ĕçлекен специалистсенчен канаш илме пулать. Кун пек мелпе черете тăнă чухне тỹрех пилĕк садике вырăн кĕтни пирки ыйту тăратма май пур. Шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсем пирки информаци туллин вырнаçтарни аслисене хăйсене тивĕçтерекеннине тĕрĕс суйлама пулăшать. Садик суйланă чухне çынсем вăл ăçта вырнаçнине те, воспитани мĕнле программăсемпе ĕçленине те шута илесшĕн.
Электрон черете тăнă хыççăн (черете ача çуралнă хыççăн тăма юрать) ашшĕ-амăшĕ заявкăн харпăр хăйĕн кодне илет. Ун урлă черет еплерех куçнине сăнама пулать. Ачан шкулчченхи вĕренỹ учрежденине кайма черет çитнине вĕренỹ управленийĕн органĕсем электрон почтăпа е шăнкăравласа пĕлтерме тивĕç.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)