15 января 2014 г.
Кăрлачăн 15-мĕшĕнче РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи следстви пайĕ прокуратура çумĕнчен уйрăлса тухса хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçлани виçĕ çул çитет. Йĕрке хуралĕн органĕ район халăхĕ умĕнче кăçал виççĕмĕш хут "отчет" тăвать. Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче пулса иртекен хура ĕçсене тăрă шыв çине кăларассипе тимлекен следстви пайĕ хăйĕн "çуралнă кунĕ" умĕн тăватă район хаçачĕсен журналисчĕсемпе "çавра сĕтел" тавра пуçтарăнса иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ.
Следстви уйрăмне Р. Шайхалов ертсе пырать. Ятарлă тивĕçсене аслă пĕлỹллĕ, опытлă юристсем пурнăçлаççĕ. Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре вĕсен тỹпи пысăк. Ертỹçĕн çумĕ Р. Салимзянов, аслă пулăшуçи Д. Тазюков, пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе тимлекен В. Егоров, А. Шульдяков, В. Сергиевский, И. Аталов аслă следовательсем, Л. Иванова следователь пулăшуçи хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа, тỹрĕ чунпа пурнăçласа пыраççĕ.
2013 çулта районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 170 уголовлă ĕç пуçарнă, 79не вĕçленĕ. Преступленисемпе пулнă тăкаксен хисепĕ 300 пин тенкĕпе танлашнă, 291 пинне саплаштарнă.
Хура ĕçсем хушшинче çыннăн пурнăçне тата сывлăхне сиен кỹрессипе çыхăннă уйрăмах йывăр преступленисем те тĕл пулаççĕ. 2013 çулта следстви уйрăмĕн следовате-лĕсем çынна вĕлернипе çыхăннă çичĕ фактпа (Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче) пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпченĕ. Çемьере тата йăлара пулнă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çынсем алкогольпе минренĕ хыççăн тунă. Чылай чухне çакнашкал çынсем ниçта та ĕçлеменнине, пурнăç тĕллевĕсĕр пурăннине палăртмалла.
Следстви комитечĕ çул çитменнисен прависемпе ирĕкĕсене хỹтĕлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Иртнĕ çул хура ĕçсен "серепине" çул çитмен çамрăксем вун пиллĕкĕн çакланнă. Çулталăк тăршшĕпе вĕсемпе çыхăннă вунă уголовлă ĕçе суда ярса панă. Сăмахран, следовательсем 16 çулхи Сăкăт ачин ĕç-пуçĕ пирки те вĕçне-хĕрне тухнă. Çакскер пĕр каçхине çынсем пурăнакан пĕр çурта кĕрсе 600 тенкĕ укçа вăрласа тухса кайнă. Патăрьел район сучĕ çак гражданина айăплă тесе йышăннă, пилĕк пин тенкĕ штраф тỹлеттернĕ.
Следовательсен çак ялтанах хĕрĕхри хĕрарăмăн тепĕр преступленийĕпе те самай ĕçлеме тивнĕ. Следстви амăшĕ асăрханманнине пула пăтă çитернĕ чухне тăватă уйăхри пепкен сывлăш çулĕ питĕрĕнсе ларса вилнине палăртнă.
Следстви уйрăмĕн çар службинчен пăрăнса çỹрекен çамрăксем пирки те тимлеме тивет. РФ УКăн 328 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн пĕлтĕр тăватă районпа 14 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсенчен чи нумай таркăн (вунă каччă!) _ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен. Оперативлă шырав ĕçĕпе тимлекен организацисемпе пĕрле тăрăшса коррупципе çыхăннă преступленисене те уçса панă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)