18 января 2014 г.
Канаш хулинче пурăнакан Р. Бикчурин ĕç ветеранне тахçантанпах çывăх пĕлетĕп. Çур ĕмĕр педагогика колледжĕнче тăрăшнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ Равиль Минигалиевич саккăрмĕш теçеткене капашать пулин те тăн-тăн та çирĕп тăрать-ха, сăн-питрен те самай çампăк курăнать. _ Манăн аслă пичче вара 93 çулта пулин те тата илемлĕрех тăрать. Сăмах май каласан, Абдулгани хăйĕн пурнăçĕнче чи йывăр вăхăтсене те ăнăçлах чăтса ирттернĕ
, виçĕ çул çурă нимĕç фашисчĕсен Маутхаузен концлагерĕнче те шар курнă , _ терĕ вăл сăпайлăн хăйĕн пиччĕшĕпе çывăхрах паллаштарнă май. Юлашки хыпар манăн чĕрере йывăр туйăм çуратрĕ. Çак çынпа куçа-куçăн курнăçас тĕллевпех эпĕ Шăнкăртам ялне çитрĕм те.
Бикчуринсен çемйи ун чухне пĕчĕк те айван пулман. Сак тулли ача çитĕннĕ. Ĕçленĕ чухне те вĕсем кăткăсем пекех тăрмашнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче вĕсен çемйи пирки усал сас-хура тухнă хыççăн Минегалипе Хамилэ репресси серепинчен хăраса çемйиех Киров облаçне тухса кайса та пурăннă. 1943 çулта çеç вĕсем тăван çĕр-шыва таврăннă.
_ Ун чухне эпĕ улттăра çеç пулнă,_ калаçăва пуçларĕ Равиль Минигалиевич._ Çапах та шартлама сивĕпе выçлăха питĕ лайăх ас тăватăп. Яла Канашран çуранах тухрăмăр. Юрать-ха пире çул çинче лашапа пыракан палламан юлташсем чарса лартрĕç... _ тет вăл ачалăхне аса илсе.
Ялта Абдулгани Минигалиевич ывăлĕсем виççĕшĕ те юнашар пурăнаççĕ: Амир, Минхайдар, Минральхат. Хăнасене, килен-каяна пурте тарават. Ватăсене хисеплеççĕ, çамрăксемпе тирпейлĕ пурăнма тăрăшаççĕ. Абдулгани абый хăйĕн пурнăçĕ пирки сăмах пуçарсан лăпкăн çеç калаçăва çапла пуçларĕ:
_ 1941 çулхи апрель уйăхĕнче мана салтака кайма ят тухрĕ. Елец хулинче водительсен курсĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах хăрушă вăрçă пуçланчĕ. Эпĕ тỹрех 218-мĕш автомобиль полкне çаклантăм. Хамăн автомашинăпа артиллеристсене снарядсем илсе килсе параттăм. Нимĕçсен самолечĕсем саранча евĕр вĕçетчĕç. Иртсе çỹреме те питĕ хăрушăччĕ. Çапла пĕррехинче мана пуçран амантрĕç. Августăн пĕр шăрăх кунĕнче вара пире нимĕçсем йĕри-тавра çавăрса илчĕç, эпир вĕсен аллине çаклантăмăр. Ун чухне эпĕ тăватă çул пленра гитлеровецсен мăшкăлĕ пулатăп тесе шутлама та пултарайман...
Малтанах пире Польшăна, каярахпа Голландине илсе кайрĕç, национальноçсене кура бараксене вырнаçтарчĕç. Эпĕ хама вырăс тесе йышăнтăм. Унти пурнăçа аса илме те йывăр: пахча çимĕç каяшĕсене ирĕксĕрлесе çитеретчĕç, йĕркене пăхăнмасан _ хĕнетчĕç... Пĕр уйăх çурăран пире çĕр варринче тревогăпа тăратрĕç те вокзала илсе кайрĕç. Унта вара вагонсем çине тăнкккаса тенĕ пек тиерĕç. Виçĕ сутка нушаланса кайрăмăр çапла. Сивĕ те, выçă та...
Çапла 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче пирĕн ентеш нимĕç фашисчĕсен концлагерьне çакланнă та 1946 çулта çеç килне таврăннă. Маутхаузен Австри çĕр-шывĕн территорийĕнче пулнă. 1938 _ 1945 çулсенче кунта 335 пин нушаланнă! Архив докуменчĕсенчен кунта 120 пин çынна тискеррĕн вĕлерни паллă. Вĕсенчен 32 пинĕ пирĕн çĕр-шыв çыннисем. Абдулгани абый аса илнĕ тăрăх лагерьте Хирти Пикшик арçынни те пулнă-мĕн. Шел, унăн шăпи вара синкерлĕ çаврăнса тухнă, килне таврăнайман салтак. Ветеран чĕрере йĕр тунă лагерьти пурнăçа хăй чĕлхипе вăрттăн хут çине те çырса пынă. "68664" номере вăл виличчен те манаймĕ. Дневника вăл паянхи кун та ачисем, мăнукĕсем валли пысăк тупра евĕр упрать...
С. МАКСИМОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)