АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăрăн эмблема пур

18 января 2014 г.

ЧР Культура министерствинче кăçал иртекен Культура çулталăкĕн республика эмблемин чи лайăх эскизĕн конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Красноармейски ял тăрăхĕнчи информаципе культура центрĕн художникĕ Александр Казаков çĕнтернĕ.

Александр Анатольевич хăйĕн ĕçĕнче чăваш гербĕн элеменчĕсемпе тата чăваш тĕррипе усă курнă.

Асăннă хăйне евĕр тупăшăва дизайнерсем, графиксем тата аслă шкулсенче ỹнер енĕпе пĕлỹ илекен студентсем хутшăннă. Анчах çичĕ конкурсант хушшинче Александр Казаков кăна профессионал пулнă. Ĕçсене Чăваш Енри Художниксен тата Дизайнерсен союзĕсен членĕсем хакланă. Хаклавра ытларах хăйне евĕрлĕхе, тарăн шухăша, шайлашулăха тата, паллах, чăваш наци культурин уйрăмлăхне çутатнине шута илнĕ. Культура çулталăкĕн эмблеминче "2014" хисепе авалхи сăвар-пăлхар руна çырулăхĕнчи евĕр хатĕрленĕ. Эмблемăри хĕрлĕ тĕс шухăшлав ирĕклĕхне, йăла-йĕркене упранине кăтартать; сарă _ çĕр çинче пурне те пурнăç парнелекен хĕвел тĕсĕ; ылтăнни пуянлăхпа ăнăçулăха палăртать.

Конкурс çĕнтерỹçине Чăваш Республикинче Культура çулталăкĕ уçăлнă ятпа ирттерекен савăнăçлă уявра (вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче кăрлачăн 17-мĕшĕнче пулчĕ) асăнмалăх парнепе чысларĕç. Çак самантран асăннă эмблема Чăваш Республикинчи Культура çулталăкĕн официаллă палли шутланать. Ỹлĕм вăл сувенирсене илемлетĕ, Хисеп хучĕсене, афишăсемпе плакатсене капăрлатĕ.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика