22 января 2014 г.
ИРТНĔ çул çут тĕнчене килнĕ пепкесем хушшинче çемьере улттăмĕшсем те, пиллĕкмĕшсем те пур. Иккĕмĕш ачана алла илекенсем вара чи нумаййисем _ 200 çемье. Çулталăк тăршшĕпе кун çути курнă 470 "çĕнĕ кайăкран" 64-шĕн амăшĕсем мăшăрĕпе саккунлă майпа çырăнман-мĕн. Виççĕшĕ вара вун сакăр çул тултаричченех анне пулнă.
Çакна та палăртса хăвармалла: пулас пăхаттирсене ашшĕпе амăшĕ ытларах Егор, Артем, Кирилл, чиперккесене вара Анастасия, Анна, Софья ятсене ытларах параççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)