АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анлă ларура _ çивĕч ыйтусем

22 января 2014 г.

 Тунти кун район администрацийĕн Пысăк залĕнче райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов анлă лару ирттерчĕ. Унта ял тăрăх пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертỹçисем, райадминистрацин пай пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Малтан Николай Иванович Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев ирттернĕ канăшлура хускатнă ыйтусемпе кĕскен паллаштарчĕ.

Сăмаха малалла "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов тăсрĕ. Вăл 2013 çулта ирттернĕ спорт мероприятийĕсене пĕтĕмлетрĕ. Ял тăрăхĕсем хушшинче ирттернĕ спартакиадăра çĕнтернĕ Аслă Чемен, Нăрваш Шăхаль тата Туçа ял тăрăх пуçлăхĕсем кубокпа грамота илме тивĕçрĕç.

Инкек куçа курăнса килмест, тени тĕрĕсех. Апла пулин те хамăрăн та сыхăлăха çухатмалла мар. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 50 пушар регистрациленĕ. Пирĕн районта çулăм Сăкăтра алхаснă, Тури Чакăра пурăнман хуçалăха вут тивме тытăннă. Пĕлтĕр районĕпе 45 хутчен хĕрлĕ "автан" ташланă, 3 çыннăн пур-нăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Вут-çулăм ытларах чухне электрооборудовани кивелнипе, кăмакасем юсавсăррипе тухнине палăртрĕ районти пушар надзорĕн начальникĕ В. Яковлев. Çавăн пекех вăл çулленех пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса шкулсемпе предприяти-учрежденисене тĕрĕсленине, йĕркене пăхăнманнисене предписанисем çырнине каларĕ.

Районти çар пай пуçлăхĕ П. Васюков пĕлтĕр çуркунне 153ĕн тата кĕркунне 97ĕн салтак аттине тăхăннине пĕлтерчĕ. Анчах çар тивĕçне пурнăçлассинчен тарса çỹрекенсем те пур. Икĕ районпа 15 çамрăк каччăн "ĕçне" следстви комитетне панă. Çав вăхăтрах çар училищине вĕренме кĕрекенсем те, контракт мелĕпе тăван çĕр-шыва сыхлама каякансем те нумайăн.

Выльăх-чĕрлĕх масарĕсем, вĕсене тирпейлесси, йыт-качка кĕресрен карта тытасси, вырнаçнă лаптăка регистраци палатинче шута тăратасси пирки районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов сăмах хускатрĕ. Вăлах Çĕпĕр язвинчен сыхланасси, профилактика мероприятийĕсене ирттересси пирки те каларĕ.

Канашлăва район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пĕтĕмлетрĕ. Кăшарни сиввисем çитнĕ май асăрханулăха ỹстермелли, хутмалли хатĕрсене пăхсах тăмалли пирки тепĕр хут асăрхаттарчĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика