АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пичет кунĕсене халалласа

22 января 2014 г.

 Пичет кунĕ хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансемпе полиграфистсен уявĕ çеç мар. Вăл _ радиоитлевçĕсен, телекуравçăсен, хаçат вулавçисен, штатра тăман авторсен праçникĕ те. Кăрлачăн 18-мĕ-шĕнче Чăваш патшалăх академи театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприятие 350 ытла хăна пухăнчĕ.

Театр фойинче массăллă информаци хатĕрĕсенче, издательствăсемпе телекоммуникаци предприятийĕсенче вăй хуракансем курав йĕркеленĕ.

ЧР информаци политикин министрĕ Валентина Андреева 2013 çулта тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. "Эсир _ вулакан, куракан, итлекен кăмăлне витĕм кỹме пултаракан çынсем. Эсирех çитменлĕхсене палăртса хăюллă утăм тăвакансем. Аналитиксем те. Хавшак енсене асăнатăр çеç мар, тĕрĕс çул-йĕре те кăтартатăр. Сире пурсăра та професси шайĕ пысăк пулнăшăн тав тăватăп. Пултарулăхра çĕнĕ çитĕнỹсем, телей, çирĕп сывлăх сунатăп", _ терĕ Валентина Владимировна.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх _ журналист _ хăйне евĕр, çав вăхăтрах çăмăл мар професси. "Эсир хăвăрăн тивĕçе туллин пурнăçлатăр. Республика пурнăçне туллин, тĕрĕс çутататăр. Тăван çĕре юратнăшăн, вышкайсăр ĕçĕршĕн, сывă пурнăç йĕркине сарассишĕн çине тăрса ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Кирлĕ чухне критиклĕр. Тĕрĕс, тивĕçлĕ критика кăлтăксене пĕтерме, ỹсме пулăшать. Пресс-конференцисенче, интервью панă чухне эпĕ журналистсен пур ыйтăвне те хуравлатăп. Тавтапуç сире тỹрĕлĕхшĕн тата тĕрĕслĕхшĕн", _ терĕ Михаил Васильевич.

Уявра чи пултаруллисемпе пуçаруллисем патшалăх наградисене тата тĕрлĕ премисене тивĕçрĕç. Уява пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутатчĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков саламларĕç.

Уява "Авангард" хаçат редакцийĕн делегацийĕ те хутшăннă.

"Хыпартан".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика