22 января 2014 г.
Пурăнан пурнăçра больница алăкĕн хăлăпне тытман çын çуках-тăр. Пĕрисем унта сывлăха тĕрĕслеттерме, теприсем сипленме, виççĕмĕшĕсем выртакан çынсем патне пыраççĕ. Кашнийĕшĕ сывлăхлă пулма, ăна упрама тăрăшатпăр пулин те шурă халатлă çынсен куçĕнчен пăхма та тиветех. Вĕсем чылай чухне пирĕн пурăнас кун-çула малалла тăсакансем-çке.
Тĕп больницăри реанимаципе анестезиологи уйрăмĕнче вăй хуракансене вара пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракансене çăлакансем тесен те тĕрĕсех. Çул çинчи автоаварие е тата ыттине пула суранланнисене наçилккепе илсе кĕрекенсене ура çине тăма пулăшакансем вĕсем. Маларах сиплев уйрăмĕ хĕсĕкрехчĕ. Халĕ пỹлĕмĕсем анлă та çутă. Харăсах 6 пациента йышăнма пултараççĕ. Сиплев курсĕ вăрăм мар. Тĕрĕс диагноз лартса чирлисене шанăç çулĕ çине тăратаççĕ. Кăштах самайлансан вара ытти уйрăмсене куçараççĕ. Йывăртараххисене Шупашкара ăсатаççĕ.
Реанимаци уйрăмне уçни кăçал 20 çул çитрĕ. Кунта ĕçлекенсене ырăпа аса илекен йышлах. Пĕрремĕш пациент (Нăрваш Шăхалĕнчи В. Максимов) йывăçран касса ăсталанă кăркка парнелесе хăварнă. Паян та сумлă вырăнта çакăнса тăрать вăл.
Уйрăм уçăлнăранпах ăна Ю. Лекарев ертсе пырать. Сиплев ĕçне Г. Чернов, Ф. Асеинов, Т. Острякова врачсем хутшăнаççĕ. И. Кадушкинапа С. Кириллов дежурнăй врачсем те пациентсен шăпишĕн яваплă.
_ Паянхи кун медицина персоналĕ çителĕклех пирĕн. 13 сестра графикпа ĕçлет. В. Данилова, А. Кротова, Л. Краснова, Л. Пласкина, Ф. Узбекова тата ыттисем хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Маларах В. Осипов, А. Казачков, В. Алексеев, О. Петрова, Г. Ефремова врачсемпе М. Осипова аслă сестра тата ыттисем те çак ĕçре сахал мар туптанчĕç. Ĕçĕ çăмăлах мар. Хальхи вăхăтра 4 район (Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Каçал) пациенчĕсене больницăна травматологи, гинекологи, ача-пăча, хирурги, инфекци уйрăмĕсене йышăнаççĕ. Эпир те районсем хушшинчи центра кĕретпĕр. Юлашки икĕ çулĕнче инсульт тата инфаркт илекенсене Канаша ăсатаççĕ.
Пирĕн патăрта çуралнă кунран пуçласа мĕн ватăлса виличченхисем те сипленеççĕ. Паян та акă иккĕри ача кун-çулĕшĕн тăрăшатпăр. Сипленекен умĕнче хамăр тивĕçе чыслăн пурнăçлассине мала хуратпăрах,_ тет Юрий Ксенофонтович. Аслă категориллĕскер вăл. Ятарлă пĕлỹ илнисĕр пуçне анестезиолог-реаниматолог хăнăхăвне Хусанта илнĕ. 20 çулта сахал мар тав сăмахĕ илтнĕ реаниматолог-анестезиологсем. Малашне те ĕçĕ ăнăçлă та кал-кал пытăрах вĕсен.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)