АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат пысăк пĕлтерĕшлĕ

22 января 2014 г.

 Юлашки çулсенче ирттернĕ тĕпчевсем вĕрентỹ учрежденийĕсене çỹрекен ачасен апатланăвĕнче хăш-пĕр çитменлĕхсем пуррине тупса палăртнă. Уйрăмах С, А, В1, В2, В витаминсем, тимĕр, кальци, йод çитменни пăшăрхантарать. Вĕсем ачасен аталанăвне япăх витĕм кỹреççĕ, тĕрлĕ чĕр-чĕр пуçламăшĕ те пулма пултараççĕ.

Ачасемпе çитĕнекен ăру йĕркеллĕ ỹстĕр тесен пахалăхлă апат çитермелле. 3-7 çулхисене чĕр чун белокĕ хушмалла. Вĕсем аш-какайра, пулăра, çăмартара, сĕт продукчĕсенче пур. Белоксем 10-15 процент, çусем 30-32 процент, углеводсем 55-60 процент пулмалла. Çăкăр-булка та çителĕклĕ кирлĕ.

Ачасен ирхи апачĕ куллен кирлĕ паха çимĕçĕн 25 процентĕнчен, кăнтăрлахи _ 35, ун хыççăнхи 15 процентĕнчен, каçхи 25 процентĕнчен тăмалла. Кунне 4 хутчен апатланмалла. Вĕсенчен виççĕшĕнче вĕри апат пулмалла.

Вĕрентỹ учрежденийĕнчи менюра пурне те шута илмелле. Çăкăра, сĕте, аш-какая, çăва, сахăра, пахча çимĕçе кулленхи рациона кĕртмелле. Пулă, çăмарта, чăкăт, хăйма эрнере 2-3 хут панипе те килĕшмелле. Пĕр йышши апата кунне темиçе хут е кашни кун парассинчен хăтăлмалла.

Ачасене вĕрентỹ учрежденийĕсенче тортсем, пирожнăйсем, аш-какайпа, чăкăтпа пĕçернĕ икерчĕсем, çăмартапа хатĕрленĕ макаронсем, сутĕнсем, квассем, сивĕ шывпа хатĕрленĕ ĕçмелли пылак япаласем, сивĕ яшкасем, кăмпаран хатĕрленĕ çимĕçсем памалла мар. Кетчупсем, консервăсем, маринадланă пахча çимĕçсем те ачасен апачĕ ан пултăр.

Çемьере те ача апачĕн пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрмаллах. Вĕрентỹ учрежденийĕнчипе килĕшỹллĕрех пулни вырăнлă. Унта çитмен витаминсене килте çитерме май пултăр тесе тăрăшмалла.

Паха апат сывă та тĕреклĕ ачасем ỹстерсе çитĕнтерме пулăшнине пурин те пĕлмеллех.

Н. СЕРГЕЕВА, Роспотребнадзорăн территори пайĕн начальнике

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика