АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахăр диабечĕ пуçлансан

22 января 2014 г.

Çыннăн кун-çулĕ вăрăм пуласси хăйĕнчен ытларах килет. Сăмах кунта тутлă апат ытларах çиесси çинчен пымасть _ пурнăçа пĕлсе йĕркелеме пĕлни паха. Сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсен кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Талăкра 3-5 хутчен апатланни вырăнлă. Тулли ỹтлĕ çынсен е юн пусăмĕ выляса тăракансен кашни çимĕçе виçене кура çимелле. Тухтăр сĕнсен клетчаткăллă тата углеводлă апатсене кирек мĕн чухлĕ те ăша яма юрать. Çуллă çиессине вара виçепе çеç усă курмалла. Сахăр ытларах пулни те сывлăхшăн сиенлĕ.

Диабет ачасемпе çамрăксем хушшинче те тĕл пулать. Вĕсен те углеводлă апат кирлинчен ытларах çиессинчен тытăнмалла.

Чирлĕ çынсен хăйсен виçине сăнамалла. Вăхăтра апатланассине мала хумалла. Тăварлă ытларах çини те юн пусăмне урăхлатма пултарнине манмалла мар. Кунсерен 1,5 литртан кая мар шыв ĕçмелле. Эрех-сăрана хирĕçлемелле. Çула кура физкультура туни те вырăнлă. Вăл юнри глюкоза шайне тата чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне пĕр шайра йĕркелесе пыма пулăшать. Анчах ытлашши хускану сиен те ан кỹтĕр. Занятисене выç хырăмпа пуçăнмалла мар. Çакăн пек чухне юнри глюкоза шайĕ чакасран сĕткен ĕçни те вырăнлă.

Сахăр диабечĕллĕ çын та пурнăçа туллин йĕркелесе пыма пултарать. Врач канашĕсене тирпейлĕн туса пырсассăн ун çинчен пачах та манма пулать. Чирлĕ çынсен вара професси суйласа илнĕ чухне те, ĕçе вырнаçас тесен те, йыш хушма ĕмĕтленсен те, инçе çула тухма палăртсан та, канăва йĕркеленĕ чухне те шута илмеллех.

Шăнса пăсăлас пулсассăн вара шыв ытларах ĕçмелле, юнри сахăр шайне виçсех тăмалла, унра глюкоза пысăкрах пулни палăрсассăн врач патне каймалла. Грипп е сунас чухне те чир организма хавшатма пултарать. Çакна сиплев вăхăтĕнче шута илмеллех. Сахăр диабечĕллĕ çынсен те иммунитечĕ япăх мар. Ытти чирсене вĕсем те парăнсах каймаççĕ.

А. АФКИ, районти тĕп больницăн эндокринологĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика