25 января 2014 г.
ПАЯН тĕрлĕрен вĕренỹ шкулĕсенче тăрăшакан студентсемпе çамрăксене Татьяна кунĕ ячĕпе ятарласа саламлама пултаратăр. Вĕсенчен чылайăшĕ хĕллехи сессинче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ-ха. Хăшĕсем вара хỹтĕлекен Татиана пулăшăвĕпе йывăр экзаменсенчен хăтăлса хаш! сывласа яма та ĕлкĕрнĕ-тĕр.
Паян студентсем çеç мар, çак ятлă çынсем те, унччен студент пулнисем те, ыттисем те паллă тума, чиркỹре çветтуйăмăршăн çурта лартма пултараççĕ.
Февралĕн 14-мĕшĕнче вара Валентин çветтуй кунĕ. Юратакансен кунĕнче те çак ятлисене çеç мар, ыттисене те ăшă сăмах калама ан манăр!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)