АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оборонăпа спорт уйăхлăхĕ

25 января 2014 г.

Кăрлачăн 23-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 23-мĕшĕччен Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри оборонăпа спорт уйăхлăхĕ пырĕ. Йăлана кĕнĕ мероприятие пирĕн район та хастар хутшăнĕ. Кăçалхи уйăхлăха Тăван çĕр-шыва хỹтĕлемелли куна тата Тăван çĕр-шывăн 1941 - 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 69 çул çитнине халаллаççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ _ çитĕнекен çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси, физкультурăпа спорта аталантарасси, сывлăха çирĕплетесси тата çавна май çамрăк каччăсене çар службине тивĕçлипе хатĕрлесси.

Уйăхлăх тапхăрĕнче районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче паттăрлăх урокĕсем ирттерĕç, çавра сĕтел тавра калаçусем йĕркелĕç, наукăпа практика конференцийĕсем пулĕç, тĕрлĕрен конкурссемпе, вăйăсемпе тĕлĕн-терĕç тата ытти те. Ятарлă кунсенче çамрăксем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин, Афганистан, Чечен вăрçисен участникĕсемпе, тыл хастарĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулни те чылайлăха асра юлĕ.

Çарпа спорт уявĕнчех вырăнсенче йĕркелекен "Зарница" тата "Орленок" спорт вăййисем те çивĕч кĕрешỹре иртĕç.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика