25 января 2014 г.
Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕ яланах иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетессипе, умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетессипе çыхăннă. Лайăххине, ыррине кăçал та тĕп вырăна хурса ĕçлер, çитменнине вара çитерме тăрăшар. Ку тĕлĕшпе Шалти ĕçсен министерствин Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче те çирĕп йĕркепе тăнăç пурнăç ыйтăвĕсемпе калаçмалли пур. Ун пирки пире йĕрке хуралĕн пуçлăхĕ А. Фомин акă мĕн пĕлтерчĕ:
_ Пĕтĕмĕшле илсен, 2013 çул ăнăçлисен шутне кĕрсе çырăнса юлчĕ. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем халăх хушшинчи профилактика ĕçне тивĕçлĕ туса пынăран иртнĕ çул преступлени тăвасси самаях чакрĕ. Пĕлтĕр 422, маларах вара 477 преступлени пулнă. Çапах çакă пирĕншĕн лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Пакунлисен çулталăк тăршшĕпех халăхăн тăнăç пурнăçĕшĕн, çирĕп йĕркешĕн сыхă тăмалла.
Преступленисен пысăк пайĕ яланхиллех _ пĕр-пĕринпе çапăçни, хĕнесе пĕтерни. Паллă ĕнтĕ, ытларах ỹсĕрле, шухăшсемпе çăмăлттайланнă вăхăтра пулса иртет.
Полици ĕçченĕсен малашне пурлăха вăрлакансемпе, çаратакансемпе те витĕмлĕрех ĕçлеме тивĕ. Ку тĕлĕшпе преступленисене уçса парассипе вара вырăнти общественноçпа, йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе вăйсене пĕрлештерни те кирлĕ. Мĕншĕн тесен, иртнĕ çул киле кĕрсе ямăтă пурлăха çаратакансен хура ĕçне те маларахри çулпа танлаштарсан 19 процент сахалтарах уçса панă. Полици уйрăмĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри _ обществăлла йĕркелĕхе çирĕп тытса тăрасси. 2012 çултанпа икĕ районта та "Хăрушсăрлăхлă муниципалитет пĕрлĕхĕ" программа ĕçлет. Унпа килĕшỹллĕн вун ултă видеосăнав вырнаçтарнă. Вĕсенчен улттăшне _ иртнĕ çул (Патăрьел тата Шăмăршă районĕсене виçшер). Йĕрке хуралĕн çакнашкал мелĕпе усă курса икĕ районпа административлă право йĕркине пăснă 68 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 50. Çав вăхăтрах виçĕ преступление тăрă шыв çине кăларнă.
Çулталăкра 396 преступление регистрациленĕ. Вĕсем кăнтăрла та, çĕрле те, çур çĕрте те пулнă. Полицейскисем çийĕнчех йĕр тăрăх оперативлă тухса кайса тĕпченипе 61 процентне уçса панă. Маларах тунă пăтăрмахсен вĕçне-хĕрне тухассипе те аван тăрăшнă темелле.
Пирĕн район, республикăри ыттисемпе танлаштарсан, пысăк та, тĕрлĕ наци халăхĕллĕ те. Çавăнпа та кăçал çирĕп йĕрке-шĕн район полицийĕпе пĕрлех вырăнти влаçăн, депутатсемпе ял, урам старостисен, уйрăм хастарсен те вăйсене пĕрлештерсе ĕçлеме тивĕ.
Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)