АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла хăтланмалла-и вара?

25 января 2014 г.

 Кăçалхи пĕрремĕш кунах следстви пайĕ Первомайскинче вилнĕ çыннăн ỹтне тупнă пирки РФ УКăн 111 статйин 4-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн (çын сывлăхне питĕ пысăк сиен кỹни) уголовлă ĕç пуçарнă. Çак кунхине ирпе-ирех вилнĕ çыннăн аппăшĕ хăйĕн тăванĕ патне кĕрсе ỹтне чăх-чĕп витинчен тупнă. Асап тỹссе вилекене чунĕ тухиччен нушалантарнин паллисем куç умĕнчех. Ăна çунтарнă та, хĕненĕ те... Преступника кĕске вăхăт хушшинчех тупса аллисене çурăм хыçне хунă. Çакскер _ ял çынниех, çирĕм тăватă çулхи ниçта та ĕçлемен арçын. Верси тăрăх, вăл декабрĕн 31-мĕшĕнче каçхине ỹсĕр-пỹсĕр пуçпала çак арçын килне пынă, унтан укçа, эрех ыйтнă. Лешĕ хирĕçленине кура вăл ăна питĕ вăйлă хĕнесе пăрахнă, пуçĕнчен урипе пĕр шелсĕр тапнă. Кăра та чунсăрла хăтланнă çамрăк арçын. Çывăх вăхăтра унăн çакăншăн тивĕçлипе явап тытмах тивĕ.

Л. ИВАНОВА, следователь пулăшуçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика