25 января 2014 г.
Иртнĕ çул район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин вун тăватă ларăвĕ пулчĕ.
Вĕсенче тĕрлĕрен ыйту пăхса тухрăмăр. Тĕпрен илсен пурте ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачине тивĕçлĕ воспитани паманнипе çы-хăннă.
Çакă шухăшĕпе, ăс-тăнĕпе ỹссе, çирĕпленсе çи-тейменскерсене преступлени çулĕ çине тăма пулăшать.
Çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссинче 44 ача тата йывăр пурнăçпа пурăнакан 43 çемье шутра тăрать. Пирĕн тĕп тĕллев _ райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен пайĕпе тата профилактика субъекчĕсемпе пĕрле хура списокри ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене тимлĕхре тытасси, вĕсен пурнăçне, аталанăвне сăнаса тăрасси, май пур таран йывăрлăхра пулăшасси. Ку тĕлĕшпе эпир иртнĕ çул та начар мар ĕçлерĕмĕр темелле. Комисси членĕсемпе пĕрле çул çитмен ачасем пурăнакан ăнăçсăр вун икĕ çемьене тухса тишкернĕ. Чылай чухне хамăр чун панă пепкесем йывăр лару-тăрăва çакланнин сăлтавĕ _ ашшĕ-амăшĕ эрех-сăра серепине çакланни, ирĕклĕ пурнăçа кăмăллани. Пĕлтĕр тăватă ашшĕ-амăшне хăйсен ирĕкĕнчен хăтарма та тиврĕ. Кăçал та ку тĕлĕшпе тепĕр виçĕ ĕçе суда тăратма хатĕрлетпĕр. Çакă, паллах, ырă пулăм мар. Анчах та çитĕнекен пепкене йывăр условисенче пурăнтарма, нушалантарма пирĕн нимĕнле ирĕк те çук.
Çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ , ĕçе хăнăхса ỹстĕр, преступлени çулĕ çине ан тăтăр, пушă вăхăта усăллă ирттертĕр тесе çул çитмен ачасене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине те йăлана кĕртсе пыратпăр. Ку тĕлĕшпе пĕлтĕр 484 çамрăка ĕçе явăçтарнă. Вăл шутра 117-шĕ сахал тупăшлă, 88-шĕ тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчен.
Районти полици сотрудникĕсемпе пĕрле суту-илỹ магазинĕсенче çул çитмен ачасене эрех-сăра, чикарккă сутнине тĕрĕслес тĕллевпе пĕрлехи рейдсем йĕркелесси те йăлара. Пĕлтĕр вĕсенче виçĕ хура тĕслĕхе тупса палăртнă, саккунпа айăпланă.
М. КОШКИНА, комисси секретаре
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)