25 января 2014 г.
Пĕр вунă çул каялла район центрĕнчи çул çинче ирсерен Шупашкарти е Мускаври евĕр "пăкăсем" пуласса шутлама та пултарайман. Паян Патăрьелĕнче, уйрăмах пасар кунĕсенче, ытлари кунпа эрне кун, пĕрремĕш вăтам шкул умĕнчи çуран каçмалли ятарлă вырăнтан халăх утса пĕтеймест. Автомашинăсем те колоннипех лараççĕ, аран-аран çеç малалла куçаççĕ. Куншăн тĕлĕнмех те кирлĕ мар-тăр. Ку чухне "хурçă утсăр" çемьесем те, ĕçе ĕлĕкхилле çуран васкакансем те сахаллансах пыраççĕ-çке. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 14712 автомашина шутра пулни паллă! Куçăм йывăрланни вара чăн малтанах районти çул-йĕр инспекторĕсен ĕçне кăткăслатать, гаишниксене çаврăнăçуллăрах пулма хистет. Çапах та çул-йĕр хăрушсăрлăх автоинспекторĕсен пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем начар мар. Кун пирки эпир тĕплĕнрех ГИБДД уйрăмĕн начальникĕпе А.А. Петровпа калаçрăмăр.
_ Александр Аркадьевич, автомашинăсен шу-чĕ пысăклансах пынине пăхмасăр иртнĕ çулта çулсем çинче пулакан аварисем 8,1 процент чакнă. Аманнисемпе суранланнисем те сахалланнă. Çакна чăн малтанах мĕнпе çыхăнтаратăр? Тен, сирĕн йĕркелĕхе сыхлакан инспекторсен йышĕ çав тери ỹссе кайнă?
_ Чăн малтан çакна палăртмалла пулĕ: çул-йĕр культурине сăнаса тăракан тăхăр инспектор, икĕ районпа илсен, нумай мар. Пĕчĕк вăйпах пысăк ĕç тума тивет пирĕн. Çакă гаишниксем хамăрăн участоксене куçран вĕçертмесĕр асăрхаса тăнин результачĕ тесе калас килет. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта çеç 46 авари пулнă. Вĕсенчен улттăшĕ _ водитель руль умне ỹсĕр ларса çула тухнăран. Инкексен ытларах пайĕ _ автомашина хуçисем хăвăртлăха пăхăнманни. Чылайăшĕ майĕпен кайсах хăвăрт çитесси пирки манать пулас, педаль çине хытăрах та хытăрах пусать... Результачĕ _ синкерлĕх.
_ Ку чухне районти тĕп çулсене тăтăшах пăхса, тирпейлесе, юсаса тă-раççĕ. Пирĕн тăрăхри 56 ял патне те асфальт çул выртать. Чăнах та, водительсен хăвăртлăха чакарас та килмĕ. Çапах та сăлтавне "çул-йĕр япăххине е юсавсăрне пула" текен диагноз лартни тĕл пулать-и?
_ Пĕлтĕр çак сăлтавпа ултă протокол çырма тивнĕ. Вăл шутра хамăр районта çеç тăваттă. Кун пек тĕслĕхсем Шăмăршăра та пулнă. Çавăнпа та çул-йĕр организацийĕсем, вырăнти администрацисем хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлани пирĕн ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ.
_ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура çул-йĕр культурăлăхĕ пирки витĕмлĕ каларĕ. Кун пирки хаçат вулакансене, водительсемпе çуран çỹрекенсене еплерех асăрхаттарусем, сĕнỹсем пулĕç?
_ Культура тени çыннăн пур çĕрте те кирлĕ: ĕçре те, килте те, обществăлла вырăнта та. Çав шутрах çул çинче те. Ăна 80 çулхи кинемейпе шур сухала тинех вĕрентме йывăртарах. Ачасене вара мĕн пĕчĕк-рен хăнăхтармалла. Çак тĕллевпе пирĕн ГИБДД сотрудникĕсем тăтăшах шкулсемпе ача сачĕсенче пулса çул-йĕр правилисене вĕрентме калаçусем ирттереççĕ, тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ.
_ Иртнĕ çулхи сентябрьте çул-йĕр правилине пăснипе çыхăннă штрафсем палăрмаллах ỹсрĕç. Александр Аркадьевич, саккуна çирĕп йĕркесем, çĕнĕлĕхсем кĕртсе улăштарни пурнăçра сисĕнет-и?
_ Кодексри правилăсенчи йĕркесене ним вырăнне хуман çул юлташсем тупăнсах тăраççĕ. Халĕ административлă айăплавăн чи пĕчĕк виçи те 500 тенкĕ таран хăпарчĕ-çке! Унсăр пуçне тата кăрарах статьясем те пур. Акă, хĕрĕнкĕ пуçпа тимĕр "урхамахпа" çул çине тухнă водителĕн, правине çухатнисĕр пуçне, штраф та тỹлемелле пулать. Аса илтеретĕп: пĕрремĕш хут ỹсĕрле транспортпа çỹренĕшĕн 1,5 _ 2 çуллăха удостоверенипе сыв пуллашнипе пĕрле 30000 тенкĕ штраф параççĕ. Тепĕр хут йĕркене пăссан 3 çул çуран утма тата 50000 тенкĕ кăларса пама тивет. Теветкеленни йỹнех лармасть!
Е тата транспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк çук е унсăр хăварнă водителе эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнăшăн 10 талăкран пуçласа 15 талăк таран арестлеме пултараççĕ. РФ КоАПне кĕртнĕ улшăнусем татах та пур. Вĕсем пурте водительсене çул çинче малтанхинчен те тимлĕрех пулма хистеççĕ. Çавăн чухне çеç кашни çыншăн телейлĕ çул пулĕ.
_ Тавах Сире калаçушăн. Малашнехи ĕçĕр те ăнса пытăр.
А. ЕГОРОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)