АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă, ăшă, тарават…

25 января 2014 г.

 Никам та икĕ ĕмĕр пурăнмасть çĕр çинче. Турă панă кун-çула кашнийĕ тирпейлĕ пурăнса ирттерессишĕн тăрăшать. Пĕрисен ватлăхĕ ачисен хỹттинче, теприсен пĕчченлĕхре, виççĕмĕшĕсен социаллă ĕçченсен аллинче иртет. Кама мĕнле шăпа пỹрнĕ вĕт. Ырă та ăшă сăмах калама çеç манмалла мар ватăсене.

Çакна районти социаллă хỹтлĕх центрĕн ĕçченĕсем кулленех асра тытаççĕ. Кун каçа кам кăна пымасть вĕсем патне тĕрлĕ ыйтупа! Пĕрисем хĕл каçма аслă çулхисен вăхăтлăх пурăнмалли çуртне каясшăн, теприсем пенси ыйтăвĕпе тата социаллă тỹлевпе консультаци илесшĕн, виççĕмĕшĕсем çурт-йĕрте юсав ĕçĕсене пуçăнасшăн. Кану çурчĕсене кайма путевка илес текенсем, тăлăха юлнă ачасене пулăшу парас ыйтăва уçăмлатас шухăшлисем те пур. Çак ĕçе йĕркелесе, тирпейлесе тăраканни вара центр ертỹçи Анисия Алексеевна Воробьева директор. Вăл лава кỹлĕнни нумаях мар пулин те ĕçĕ самай курăмлă. Центрта ултă пай. Çемьесене тата ачасене социаллă пулăшу паракан пая В. Думилина ертсе пырать. Ĕçлемелĕх пур кунта ачасемпе, аслисемпе... Шутра 1752 çемье тăрать. Вĕсенче 3387 ача çитĕнет. Ăнăçсăррисем 46 çемье. Тулли мар çемьесем те пур. Сусăр ачасем çитĕнтерекенсене те тимлĕх кирлĕ. 6 çемьере икшер инвалид ỹсет.

Çитĕнекен ăрăва хỹтлĕхе илекенсем те сахал мар. 88 çемьере 134 ача аслисен ытамĕнче. Сахал тупăшлă 1732 çемьере 4 пине яхăн ача çитĕнет. Çул çитменнисем çичшерĕнли те пур.

_ Ачасен канăвне йĕркелессипе те ĕçлетпĕр. Çуллахи-кĕркуннехи каникулсенче район тулашĕнчисенчи лагерьсенче канма путевкăсем паратпăр. Туçари, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Сăкăтри, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсенче кăнтăрлахи лагерьсене 75 ача çỹрерĕ.

Калас тесен каламалли нумай пирĕн. Сусăр ачасене Çĕнĕ çул елкине "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне чĕнтĕмĕр. Çитĕнекен ăрăва унта район администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков саламларĕ. Райпо председателĕ П. Перепелкин пушă алăпа та килмен. "Единая Россия" парти пуçарăвĕпе йĕркеленĕ "Ачасене пылак çимĕç" акцине хутшăнса 15 пин тенкĕлĕх парне пачĕ.

Уявсене йĕркелекен "А-Зоренька" агентство "Хăвăн ырăлăхна пайла" театрализациленĕ представлени кăтартрĕ.

Аслисем патне те тимлĕх сахал мар уйăрма тăрăшатпăр. Çĕр-шыв хỹтĕлевçисен кунне, хĕрарăмсен уявне халалласа ирттернĕ мероприятисем асра юлаççех. Раççейри сусăрсен обществин республикăри организацийĕ 25 çул тултарнă май йĕркеленĕ фестивале хутшăнтăмăр.

Центрта пенсионерсен "Савăнăç" клубĕ ĕçлет. Унта пĕччен пурăнакансем кăмăлласах çỹреççĕ. Иртнĕ çул 12 меропряти ирттернĕ, _ паллаштарать хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе А. Воробьева директор.

Турханти тата Кзыл Чишмари вăхăтлăх пурăнмалли аслă çулхисемпе инвалидсен çурчĕсенче 21ĕн хỹтлĕх тупнă. Вĕсенчи условисем пур енĕпе те тивĕçтереççĕ. Кзыл Чишмари аслă çултисен çурчĕ çемье врачĕн офисĕпе пĕр хỹшĕре вырнаçнă. Турханта вара кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх тытма та пулăшаççĕ. Чат килти евĕрех пурăнаççĕ унта. Вĕсенче ватăсене вăхăтра апат пĕçерсе çитереççĕ, телевизор пăхма, хаçат-журнал вулама пулать. Çуртра мероприятисем йĕркелесех тăраççĕ, "Вăрăм пурăнас текенсен" шкулĕсем ĕçлеççĕ, пенсионерсемпе сиплĕ физкультура занятийĕсем ирттереççĕ.

Çỹлерех асăннă çуртсенчи пурлăхпа техника базине çĕнетсех тăни те кунта пурăнакансен кăмăл-туйăмне çĕклет. Пĕччен-лĕхре туймасть унта ватă хăйне. Пĕрешкелрех çулхисен сăмах-юмахĕ та килĕшет.

_ Юрать çакнашкал хăтлă кĕтессем пур пирĕншĕн. Мĕн тери хавас эпир çакăншăн. Ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ эпир. Çамрăклах ферма утнă. Ал-ура та сусăрланнă халĕ. Мăшăрăм çĕре кĕнĕ. Ача-пăчам çук. Пĕччен пуçăн çурт тытса тăраймастăпах,_ тет тав туса Кзыл Чишмара пурăнакан Л. Андрианова ватă.

Килсенче социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пай та пур центрта. 105 социаллă ĕçчен 130 çынна пăхса тăрать. 12 тыл ĕçченне, 16 ĕç ветеранне, 43 инвалида тулли пурнăçпа пурăнма пулăшаççĕ вĕсем: лавккаран кирлĕ апат-çимĕçе туянса параççĕ, врач рецепчĕсемпе эмелсем илсе килеççĕ, çуртри тирпее тытса тăраççĕ, шыв кĕртеççĕ. Вутă хатĕрлесе каланкка хутакансем те пур.

Васкавлă социаллă тивĕçтерỹ пайĕ иртнĕ çул 2778 граждан ыйтăвне татса пама пулăшнă. Юридика консультацийĕ те илекенсем пур. 5 гражданина вăхăтлăх пурăнмалли çуртпа тивĕçтернĕ. Куçăмлă бригада вăхăтран-вăхăта çула тухни те ватăсемпе инвалидсен ыйтăвĕсене вырăнсенчех татса пама пулăшать.

Ватлăх куçран пăхнăран кулянакансем те тупăнаççĕ. Çапах кăмăла пăсмалла мар, савăк тытма тăрăшмалла. Çын хушшинче пурăнатпăр эпир. Социаллă хỹтлĕх центрĕ кирек кам патне çитсе те хỹтлĕхе илме пултарать. Ачасен, аслисен хушшинче шашка-шахмат турнирĕсене йĕркелеççĕ кунти ĕçченсем. Алă ĕçĕсен выставкисене уçаççĕ. Тĕрлени, çыхни, çатан авни _ киленĕç.

_ Тĕрлĕ шăпаллă çын пурăнать районта. Ватлăха е чире пула мăрьерен тĕтĕм кăларайманнисем те пур. Ачисемпе аслисем хушшинче хура кушак каçни те тĕл пулать. Çын хушшинче пурăнатпăр вĕт. Никама та пĕчченлĕхре хăвармастпăр. Вăхăтлăх пурăнмалли ватăсен çуртне вырнаçтаратпăр, килĕсене пырса çỹретпĕр. Ăшă сăмах ăшăтать-çке,_ тăсать калаçăва А. Воробьева.

Анисия Алексеевна тĕрлĕ ỹсĕм картлашкине пуснă. Ашшĕнчен ир тăлăха юлнă хĕре амăшĕ тивĕçлĕ воспитанипе аслă пĕлỹ панă. Хăй вара ĕç çумне ачаранах çыпăçнă. Маларах Туçари культура çуртĕнче методистра ĕçленĕ. Çитĕнекен ăрăвăн канăвне тивĕçлипе йĕркелеме тăрăшнă вăл. Ачасене, колхозра ĕçлекенсене район шайĕнчи мероприятисене илсе çỹренĕ. Спорт ăмăртăвĕсенчен те юлман. Каярахпа ялти библиотека заведующине куçнă. Кунта та халăхпа пĕр чĕлхе тупнă. Ỹсĕм шайне кура вулакансен конференцийĕсене сахал мар ирттернĕ. Тăрăшни çĕре ỹкмен. Пултаруллă çамрăка ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумне çирĕплетнĕ. 6 çул кунта та сисĕнмесĕр иртнĕ. Халĕ вара район шайне тухрĕ. Ăшă куллипе илĕртме, çепĕç чĕлхипе калаçма, панă сăмаха пурнăçлама, пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме пултарнипе палăрать Кивĕ Ахпỹрт хĕрĕ. Çавăнпа Анисия Алексеевнана социаллă хỹтлĕх центрĕн ертỹçи пулма çирĕплетнĕ. Паян вăл ватăпа та, çамрăкпа та пĕр чĕлхе тупма пултарать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика