АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунĕ кăра. Пурпĕрех ỹсĕрле тухаççĕ çула

29 января 2014 г.

 ИРТНĔ çулхи сентябрĕн пĕрремĕш кунĕнчен çул-йĕр правилине пăхăнмалли саккуна тата çирĕпрех айăплав кĕртнине пăхмасăрах "тимĕр ут" рулĕ умне ларакансенчен хăшĕ-пĕри çав-çавах çăмăлттайланса хĕрĕх градуслă хаяр шĕвеке ĕçме хăять, хăюлланса асфальт çине те тухать. Çакнашкал "паттăрсем" вара гаишниксен аллине çаклансан та тỹрре тухма пăхаççĕ. Пĕр черрке эрех те ĕçмен-мĕн... Ỹсĕртен усал шăршă кỹ! кĕрет пулин те апăршасем медицина тĕрĕслевне кайма та хирĕçлеççĕ. Çак кунсенче районти ГИБДД сотрудникĕсем йĕркеленĕ "Нетрезвый водитель" операци вăхăтĕнче пакунлисем шăпах çакнашкал пуçтахсемпе тĕл пулнă та. Инспекторсем рейд вăхăтĕнче виçĕ çамрăк пирки административлă право йĕрке статйисемпе килĕшỹллĕн протоколсем çырнă. Вĕсен пурин те вăтамран çулталăк çурăна водитель удостоверенийĕсĕр юлма тата çийĕнчен вăтăршар пин тенкĕ штраф тỹлеме тивĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика