29 января 2014 г.
РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çакнашкал асра юлмалли кун сайра пулать. Тунти кун, кăрлачăн 27-мĕшĕнче çырăнтару керменĕнче умлă-хыçлах тин çеç çуралнă вунă пепкене регистрациленĕ! Вĕсенчен йышĕпе арçын ачи те, хĕр ачи те пĕрешкел _ пилĕк-шер. "Çĕнĕ кайăксенчен" пиллĕкĕшĕ _ иккĕмĕш, виççĕшĕ вара _ виççĕмĕш ача. Сăмах май каласан, çулталăк пуçланнăранпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ашшĕпе амăшне çемьене йыш хушăннине ĕнентерекен 42 свидетельство панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)