29 января 2014 г.
Иртнĕ эрне кун Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче районта Культура çулталăкне чыслă лару-тăрура уçрĕç. Çак ятпа ирттернĕ хаваслă пухура район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов Культура çулталăкĕ учрежденисене, ăсталăх пĕрлешĕвĕсене, ял тăрăхĕсене, район çыннисене çĕнĕ старт паниех пулнине палăртрĕ.
Пирĕн сулмаклă утăмсем туса йăлана кĕнĕ е çĕнĕ мероприятисем ирттерсе культура пуянлăхне ỹстерсех пымалла. Вăл шута _ тĕслĕхлĕ кану çурчĕсем уçасси, мечĕтсемпе чиркỹсем тăвасси, музейсене аталантарасси, кану вырăнĕсене йĕркелесси, çак отрасльте ĕçлекенсен статусне хăпартасси, тухăçлă ĕçлеме кирлĕ условисем туса парасси тата ыттисем те. Пирĕн район хăйĕн тăван тавралăхĕпе, историйĕпе, нумай нациллĕ культура пуянлăхĕпе, йăли-йĕркипе, ĕçченлĕхĕпе, уçăлăхĕпе, ырăлăхĕпе палăрса тăрать. Тĕн пĕрлешĕвĕсем те власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе туслăн килĕштерсе ĕçлеççĕ. "Шăнкăртам вулавĕсем", ураза-байрам, кăшарни концерчĕсем, мăнкун уявĕ, акатуй ирттересси йăлара. Мечĕтсене тата чиркỹсен çумĕнчи вырсарни шкулĕсенче ачасен çуллахи канăвĕсене йĕркелеççĕ.
Вĕрентỹ учрежденийĕсенче ỹссе çитĕнекен ăру пуçламăш тĕн пĕлĕвĕсене те илме пултарать. Тутар ялĕсенче 18 мечĕт, Шăнкăртамра "Гулистан" шкул ĕçлет. 11 ялта чиркỹ пур. Тата вĕсене Патăрьелĕнче, Нăрваш Шăхалĕнче, Çĕнĕ Ахпỹртре тăваççĕ. Район территорийĕнче 22 культура учрежденийĕ , çав шутра 47 клуб, 36 библиотека тата библиотека пункчĕ, "Çăкăр" музейĕ, культурăпа кану центрĕ, тĕп библиотека, архив ĕçлет. "Восходящие звезды", "Перепелочка", "Çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче", "Чăваш Ен чечекĕсем", "Çĕнтерỹ салючĕ", "Чăваш пики", "Патăрьел хĕлĕ", "Мисс Батырево" эстрада юррисемпе ташшисен район тата республика шайĕнчи фестивалĕсемпе конкурсĕсем иртеççĕ. Хĕле ăсатасси, район кунне ирттересси йăлана кĕчĕ. Культура учрежденийĕсенче 300 ытла кружокпа секци ĕçлет. 4 пин ытла çын халăх пултарулăхĕсене аталантарма май паракан пĕрлешỹсене çỹрет. Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ, театр, Хирти Пикшикри театр, Каншелĕнчи "Çăлкуç" ансамбль, "Евгения" ташă ушкăнĕ, Первомайскинчи "Шуçăм" ансамбль, Сăкăт хорĕ, пукане театрĕ, Çĕньялти "Илем" фольклор ушкăнĕ "халăх" ята тивĕçнĕ.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти "Биляр", "Арабекс", "Рада", "Жемчужина" (культурăпа кану центрĕ), Аслă Чементи "Ассорти" ташă ушкăнĕсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи гитаристсен ансамблĕ те çаксен шайне çитессе шанас килет. Кашнийĕ хăйне май тĕрлĕ конкурсра çĕнтерỹçĕ пулма тăрăшать. Ал ĕç ăстисем те пултарулăхпа палăраççĕ... Малалла Николай Иванович чи харсăр культура ĕçченĕсемпе активистсене райадминистрацин хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсене пачĕ.
Çавăн пекех "Единая Россия" парти членĕсене политканашăн секретарĕн çумĕ Г. Афанасьев грамотăсемпе хавхалантарчĕ. Уява малалла художество пултарулăх тата ташă коллективĕсем, уйрăм юрăçсем тăсрĕç.
Фойере вара "Çăкăр" музейĕ йĕркеленĕ "Анатри чăвашсен этнографийĕ" выставка ĕçлерĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те Культура çулталăкне халалланă курав уçнă. Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕнче вĕренекенсен ал ĕçĕсем те пулчĕç. Районта Культура çулталăкĕ старт илчĕ. Вăл историне интереслĕ мероприятисемпе çырăнса юласса шансах тăрас килет.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)