29 января 2014 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин юлашки залпĕсем тахçанах кĕрлесе иртнĕ ĕнтĕ, анчах фронтовиксен тата тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ, çутă тĕллевшĕн хăйсене хĕр-хенменни ĕмĕр-ĕмĕр вун-вун ăру асĕнче пулĕç. Акă Нева çинчи хулана нимĕç фашисчĕсен блокадинчен тĕппипех хăтарнăранпа 70 çул çитрĕ. Сахал мар вăхăт ку.
Чăтма çук тапхăра хăйсем тỹссе ирттернĕ, Волхов тата Ленинград фрончĕсенче тăшмана хулана кĕртес мар, ăна ункăран хăтарас тесе çапăçнă çынсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ.
Нева çинчи хулана тăшманран тасатнăранпа 70 çул çитнине халалласа çĕр-шывĕпех савăнăçлă тĕрлĕ мероприяти иртет. Чăваш Ен те фронтпа тыл ĕçченĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхне чыслать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăрçă вăхăтĕнче Ленинградра çуралнисене, çак хулашăн хăйсене шеллемесĕр тăшманпа çапăçнисене, унăн ункине татса Нева çинчи хулана ирĕке кăларнисене Правительство çуртĕнче йышăннă. Санкт-Петербург хулин ертỹлĕхĕ вĕсене пурне те кăкăр çине çакмалли "Ленинград хулине фашистсен блокадинчен пĕтĕмпех ирĕке кăларнăрапа 70 çул çитнĕ ятпа" паллăпа наградăлама йышăннă.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)